Пур хыпар та
Вĕренÿ
23 Кӑрлач , 09:00

Чăваш ачисемшĕн çĕнĕ çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçланчĕ

Пушкăртстан Республикин Вĕрентÿ тата наука министерствин планĕ тăрăх, январĕн 13-14-мĕш кунĕсенче Çтерлĕ хулинчи В.И. Ленин ячĕллĕ 2-мĕш лицей-интернатра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 9-11-мĕш классенче вĕренекен тутар, чăваш, мари, удмурт, мăкшă ачисем хушшинче тăван чĕлхепе республика олимпиади иртрĕ.

Чăваш ачисемшĕн çĕнĕ çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçланчĕ
Чăваш ачисемшĕн çĕнĕ çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçланчĕ

Ăна яланхи пекех шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче 32-мĕш хут иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадине республикăри 10 районти, 1 хулари 25 шкултан 40 чăваш ачи (2025 çулта 23 ача пулнă) хутшăнчĕ. Мĕн пур чĕлхесемпе вара пурĕ 175 вĕренекен вăй виçнĕ.

Çак кунсенчех учительсем валли пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли семинар иртрĕ. Методистсем тĕрлĕ çивĕч ыйту хускатрĕç, вĕрентекенсене кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕсем Н.А. Мукимова Атăлçи тăрăхĕнчи финн-угор тата тĕрĕк халăхĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçленине тишкерсе тунă наука ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕ, Л.А. Афанасьева чăвашсен качча каякан хĕрне мĕнле тумлантарни çинчен ăсталăх урокĕ кăтартса пачĕ.

Олимпиадăна уçас тата хупас церемоние чăваш уйрăмĕн студенчĕсем Константин Петровпа Ольга Никитина çÿллĕ шайра ертсе пычĕç. Ăмăртăвăн мĕнпур тапхăрĕ вĕçленнĕ хыççăн вĕренекенсемпе вĕрентекенсем чăваш культурин пуянлăхĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç. Культура программине Ольга Никитина йĕркелесе ертсе пычĕ. Вăл ăс-хакăл вăййисем урлă тăван чĕлхе илемне туйтарма вĕрентрĕ, хăй вĕренекен факультетпа тутар тата чăваш филологи кафедри, студент çулĕсем çинчен ачасене каласа кăсăклантарчĕ. Пирĕн хисеплĕ «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн пайташĕ Геннадий Челпир çыравçă хăй çырнă сăвви-юррисемпе шкул ачисемпе вĕрентекенсене паллаштарчĕ. Республикăри пĕртен-пĕр профессиллĕ «Сарпи» чăваш эстрадăпа фольклор ансамблĕ пуян репертуарпа килсе юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ.

Ăмăрту виçĕ турпа иртрĕ: викторина; текстпа ĕçлесси (наци программипе вĕренекен ачасем валли), калаçу пуплевĕн конкурсĕ (вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем валли); проблемăллă текстпа ĕçлесси (наци программипе вĕренекен ачасем валли), илемлĕ вулав (вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем валли). Жюри пайташĕсем – Ĕпхÿ наука тата технологи университечĕн Çтерлĕ филиалĕн преподавателĕсем: Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева доцентсем, Чекмагуш районĕнчи Юмаш шкулĕнчи ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ И.Н. Сунагатулина.

Пĕрремĕш турта пурĕ 10 ыйту пулчĕ. Викторина ыйтăвĕсемпе чи нумаййи 50 балл пухма пулатчĕ. Вĕренекенсем чĕлхе тата литература терминĕсене пĕлнине, чĕлхе пулăмĕсене тишкерме, классификацилеме тата фактсене шухăш енчен вырăнлă, кирлĕлĕхне кура палăртма пултарчĕç, чăваш халăх сăмахлăхне, Пушкăртстан Республикин историне, паллă вырăнĕсене лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç. Унсăр пуçне вĕсем вĕреннĕ хайлавсен ятне, авторне, произведенири геройсен ячĕсене тĕрĕс кăтартрĕç. Апла пулин те викторинăра тулли хурав парайман ĕçсем те пулчĕç. Тĕслĕхрен: Тирпейлĕ сăмахăн синонимне тупăр (типтерлĕ); «Пĕр чĕптĕм те» фразеологизм мĕне пĕлтерет? (нимĕн чухлĕ те); Илюк, Анюк, Матрос, Артист сăнарсем хăш хайлавран? Ятне, авторне çырăр («Юманлăхра çапла пулнă». Л.Агаков); Карчăк Микули, Лавраç пичче, Хĕветĕр, Энтри сăнарсем хăш хайлавран? Ятне, авторне çырăр («Арçури». М.Федоров); Пĕр-пĕр чаплă пулăма е паллă çынна мухтаса çырнă хĕрÿ туйăмлă, çĕкленÿллĕ кĕвĕллĕ хайлава мĕн теççĕ? (ода); Ҫак йӗркесене хăш произведенирен илнĕ? Авторĕ кам?
Хĕвел ансан Хĕветĕр
(Эсир ăна пĕлетĕр)
Хĕвне çăкăр чикрĕ те,
Тухрĕ кайрĕ вăрмана
Хăрăк турат пуçтарма.
(«Арçури». М.Федоров).


Калаçу пуплевĕн конкурсĕнче вĕренекенсем ытларах çак темăсенчен («Аслă шкул е колледж. Хăшне суйлатăн, мĕншĕн?», «Вырăс тата акăлчан чĕлхисем хуçаланакан тĕнчере тăван чĕлхене епле упраса хăвармалла?», «Сирĕн шухăшпа, хальхи тапхăрти чăваш поэзийĕ халăхăн паха йăлисене упраса хăварас ĕçре мĕнле ĕç туса ирттерет?», «Ашшĕ-амăшĕ сĕннипе професси суйламалла-и?», «Тусăмăн сутăнчăклăхне каҫарма пулать-и?», «Репетиторсемсĕр лайăх вĕренме пулать-и?» т.ыт.те) пĕрне суйласа илсе, диалог йĕркелесе, хăйсен шухăшне уçса пама пултарчĕç. Чĕлхе мелĕсене темăпа, пуплев манерĕпе килĕшÿллĕ суйласа илсе йĕркеллĕ вырнаçтарма тăрăшрĕç. Çак ăмăрту вăхăтĕнче вĕренекенсем, тĕрлĕ районтан килнĕскерсем, пĕр-пĕринпе паллашма, туссем тупма пултарчĕç.

Наци программипе вĕренекенсем текстпа ĕçлесе лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Панă текст тăрăх пилĕк ыйту çине хурав пачĕç. Ĕçсемпе паллашсан конкурсантсем анлă шухăшлани, шкул материалне пĕлни палăрчĕ.

Олимпиадăн виççĕмĕш тапхăрĕ – илемлĕ вулав конкурсĕ. Вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем тĕрлĕ тематикăллă сăвăсемпе поэма сыпăкĕсем вуларĕç. Çамрăксем Константин Иванов, Петĕр Хусанкай, Стихван Шавли, Валерий Туркай, Мĕтри Мишши, Василий Антонов, Мелания Никифорова поэтсен сăввисене кăмăллани сисĕнчĕ. Ку ăмăртура çак вĕренекенсем палăрчĕç: Ангелина Михайлова (9 кл.), Ксения Кириллова (10 кл.), Анфиса Капитонова (10 кл.), Дарья Тарасова (11 кл.).

Наци программипе вĕренекен ачасем проблемăллă текста тишкерÿ туса лайăх пĕлÿ кăтартрĕç. Вĕсем калаçура йăнăшсем тумасăр, ыйтусем çине тулли хуравсем пама тăрăшрĕç. Пурин мар пулин те, чылай ачан пуплевĕ пуян, тавракурăмĕ анлă, хăйсен шухăшне уçса пама пĕлеççĕ.

Ăслăлăх ăмăртăвĕ вĕçленсен çакă палăрчĕ: Василиса Петрова (9 класс, Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка шкулĕ; вĕрентекенĕ – Л.В. Исаева), Дарина Дурасова (10 класс, Авăркас районĕ, Пишкайăн шкулĕ; Е.В. Савельева), Елена Данилова (11 класс, Авăркас районĕ, Нукасак шкулĕ; Л.Ф. Осипова), Василиса Данилова (9 класс, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ; М.Р. Павлова), Ксения Кириллова (10 класс, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ; Л.Н. Павлова), Дарья Павлова (11 класс, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ; М.Р. Павлова) 1-мĕш вырăнсем йышăнса пысăк хисепе тивĕçрĕç.

Призерсен шутне çак вĕренекенсем кĕчĕç: Ксения Козлова (9 класс, Федоровка районĕ, Урал шкулĕ; А.В. Федорова), Владислав Петров (9 класс, Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ; Н.Н. Васильева), Таисия Петрова (10 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; Н.М. Глухов), Арина Герасимова (9 класс, Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ; Т.Н. Козлова), Ангелина Михайлова (9 класс, Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ; З.Н. Иванова), Юлианна Русакова (9 класс, Çтерлĕ хулинчи 1-мĕш номерлĕ шкул; Е.И. Иванова), Антон Андреев (9 класс, Пелепей районĕ, Слакпуç шкулĕ; М.М. Трофимова), Софья Ефремова (9 класс, Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ; И.Н. Сунагатулина), Лев Петров (9 класс, Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ; И.Г. Степанова), Алиса Семенова (9 класс, Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ шкулĕ; Н.В. Исакова), Злата Ведерникова (10 класс, Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ; И.Н. Сунагатулина), Александра Емельянова (10 класс, Пишпÿлек районĕ, Пăслăк шкулĕ; З.Ф. Тимофеева), Мария Степанова (10 класс, Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ; И.Г. Степанова), Арина Захарова (11 класс, Пишпÿлек районĕ, Пишпÿлекри 1-мĕш номерлĕ шкул; М.И. Захарова), Арина Артемьева (11 класс, Авăркас районĕ, Степановка шкулĕ; А.П. Артемьева).

Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн ятарлă парнине Анастасия Иванова (11 класс, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ; Л.Н. Павлова) тивĕçрĕ. I-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне Шупашкарта иртекен олимпиадăра кăтартĕç.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем ПР Вĕрентÿ тата наука министерствин дипломĕсене илме тивĕçрĕç. Жюри членĕсем кăçалхи олимпиадăна хутшăннă ачасен ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕç. Кунта шăпах вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсен тÿпи пысăк, вĕсене тав сăмахĕ калатпăр.

Кăçалхи олимпиада çĕнтерÿçисене саламлакансен йышĕнче ПР Вĕрентÿ министерствин наци вĕрентĕвĕн тата регионсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп специалисчĕ Р.Р. Сафиуллина пулчĕ. Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Н.И. Иванов олимпиадăна хутшăннă ачасене пурне те хĕрÿллĕн саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем тума, тăван чĕлхене упраса хăварма сĕнчĕ, парнесем парса чысларĕ. «Пушкăртстан курăкĕсем» («Травы Башкирии») организацин тĕп директорне А.А. Иванова спонсор пулса конкурсантсене парнесем парса хавхалантарнăшăн тав тăватпăр.

Вĕренекенсем олимпиада кунĕнче тутар, чăваш, мари, удмурт, мăкшă тумĕсемпе пулни хăйне евĕр илем кÿнине палăртма кăмăллă.

Кăçал пуçласа Кармаскалă районĕнчи Пекенеш (Ильтеряково) шкулĕпе Толбазăри лицейра вĕренекен чăваш каччисем олимпиадăна хутшăнни савăнтарчĕ. Çитес çул та çавăн пек тăрăшулăх кăтартасса шанса тăратпăр. Шел пулин те, вăтăр иккĕмĕш олимпиадăна тĕрлĕ сăлтавсене пула Ишимбай, Куюргазă, Шаран районĕсенчи ачасем хутшăнмасăр юлчĕç.

Шкулта чăвашлăха аталантарассишĕн вĕрентекенсем çине тăрса ĕçленине ăмăртăва хутшăннă ачасен çитĕнĕвĕнчен курма пулать.

Çÿлерех çырнă йĕркесене пĕтĕмлетсе çакна хушса хăварас килет. Пултаруллă çамрăксем Ĕпхÿ наукăпа технологи университечĕн Çтерлĕ филиалне вĕренме кĕрсе вырăс, чăваш, акăлчан, турккă чĕлхисемпе литературине, культурине тĕпчесе, çав енĕпе аталанса асăннă чĕлхесен специалисчĕсем пулса тухма пултараççĕ. Эпир сире хапăл туса кĕтетпĕр!

Лариса КОРОТАЕВА, жюри председателĕ.
Çтерлĕ хули.

Чăваш ачисемшĕн çĕнĕ çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçланчĕ
Чăваш ачисемшĕн çĕнĕ çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçланчĕ
Чăваш ачисемшĕн çĕнĕ çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçланчĕ
Чăваш ачисемшĕн çĕнĕ çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçланчĕ
Чăваш ачисемшĕн çĕнĕ çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçланчĕ
Чăваш ачисемшĕн çĕнĕ çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçланчĕ
Чăваш ачисемшĕн çĕнĕ çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçланчĕ
Чăваш ачисемшĕн çĕнĕ çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçланчĕ
Чăваш ачисемшĕн çĕнĕ çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçланчĕ
Чăваш ачисемшĕн çĕнĕ çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçланчĕ
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас