

Икĕ вĕренÿ çулĕ хушшинче шкулăн сăн-сăпачĕ улшăнман. Апла пулсан тинĕскÿлсем пуррине упрама, аталантарма пĕлеççĕ. Сăмах май, пĕлÿ çуртне 1962 çултах хăпартнă пулнă.
Паянхи кун хăтлă условисенче 148 ача вĕренет. Çурхи каникул вăхăтĕнче кунта аслă классем экзаменсене хатĕрленнĕ, ыттисем вара волейбол выляма çÿренĕ. Спортпа туслисене ача-пăча тата çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Лидия Кириллова ăшшăн кĕтсе илнĕ.
Директорăн çумĕ тата хими учителĕ пулса ĕçлекен Олеся Иванова каласа панă тăрăх, унччен маларах шкулта акт залĕ пачах пулман. Халĕ кунта уйрăм вырăн уйăрнă. Ачасен пултарулăхĕпе паллаштарма сцена, куракансен залĕ, сцена тумĕсем те пур. Вĕрентекенсем вара сенсорлă интерактивлă доскасемпе тивĕçтернишĕн уйрăмах савăнаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем урока пуянлатма, мультимедийлă материалсемпе усă курма, пĕр-пĕр предмета вĕренес туртăма ÿстерме пулăшаççĕ.
Иртнĕ çулхине шкулăн коллективĕ çамрăк учительсемпе пуянланнă. Студент пулнă май истори тата обществознани вĕрентекенĕ Любовь Макарова, акăлчан чĕлхи учителĕ Татьяна Дмитриева пĕчĕк Тăван çĕршывне таврăннă. Паянхи кун Тинĕскÿл шкулĕнче 20 вĕрентекен чунне парса тăрăшать. Вĕсенчен кашнийĕ хăйĕн пĕчĕк Тăван çĕршывĕн патриочĕ шутланать, ăна малалла аталантарас тесе ырми-канми тÿпе хывма хатĕр.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.