Урал сасси
+13 °С
Ясно
Вĕренÿ
23 Августа , 06:00

Ачана шкула пуçтарма мĕн чухлĕ укçа кирлĕ

Кăçал ачана шкула пуçтарасси палăрмаллах хаклăланчĕ. «Платформа ОФД» компани пĕлтернĕ тăрăх шкул ачин тĕп наборне хатĕрлеме ашшĕ-амăшĕн 18 900 тенкĕ тăкаклама тивĕ. Ку иртнĕ кĕркуннехинчен нумайрах.

Ачана шкула пуçтарма мĕн чухлĕ укçа кирлĕАчана шкула пуçтарма мĕн чухлĕ укçа кирлĕ
Ачана шкула пуçтарма мĕн чухлĕ укçа кирлĕ

Пур япала та хаклăланнă. Яланхи пекех чи тăкаклă туянусен шутне шкул форми, кутамкка, ача-пăча туфлийĕ, пушмак тата кросовка кĕреççĕ. Сăмахран, пасарта шкул формин вăтам хакĕ 5400 тенке ларĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, унăн хакĕ 7% ÿснĕ. Пуринчен ытларах дневниксем хаклăланнă (12%), атă-пушмак – 10%, тетрадьсемпе ручкăсем – 3-7%. Чылай ашшĕ-амăшĕ шкул таварĕсене çу пуçламăшĕнчех туянма пуçланă, маркетплейссем урлă туянакансен шучĕ те ÿсет.
Паллах, япаласене алăран туянса та укçа-тенке самаях перекетлеме пулать. Шкул формине алăран 1500 тенкĕлĕх те сутаççĕ. Ресейл-платформăсенче те çĕнĕ япаласене йÿнĕ хакпа туянма май пур. Пĕтĕмĕшле шкул наборĕ 6000-6700 тенкĕпе танлашать.
Паян сире республикăра пурăнакансем вĕренÿ çулне епле хатĕрленни, епле майпа укçа-тенкĕ перекетлени çинчен каласа панисемпе паллаштаратпăр.

«Пирĕн пилĕк ачаллă çемьешĕн, вĕсенчен тăваттăшĕ шкул ачисем, чи пысăк пулăшу – формăшăн паракан компенсаци, – тет Ĕпхÿ районĕнчи нумай ача амăшĕ Гульшат Байзигитова. – Ĕлĕк ун валли тĕрлĕ хутсем пуçтарма, социаллă хÿтĕлев центрне кайма, ачасемпе черетре тăма тиветчĕ. Кăçалтан çаксене пурне те онлайн мелпе йĕркелеме май пуррине пĕлтереççĕ. Унсăр пуçне пире çăмăллăхлă апатлантарупа та тивĕçтермелле. Пĕрремĕш класа каякан кĕçĕн хĕре канцеляри наборĕ парĕç. Хальхи тумтир хакĕсемпе пулăшусăр виçĕ ачана шкула хатĕрлеме май çукпа пĕрех. Август уйăхĕнче çемье бюджетне йывăр ан килтĕр тесе мĕн кирлине июль уйăхĕнчех туянма пуçларăмăр».

«Çулран çул çулĕ çитмен икĕ ачана шкула пуçтарасси йывăр квеста аса илтерет. Унта ачан кăмăлне те, шкул ыйтнине те, укçа-тенке те шута илмелле, – тет Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Альфия Кашапова. – Пĕр самантра юхăнас мар тесе эпир çак ритуала çу тăршшĕпех тăсатпăр: таварсене июнь-июль уйăхĕнче пăхма тытăнатпăр. Шкул таварĕсене онлайн лавккасемпе маркетплейссенче туянатпăр, анчах яланах вĕсем те пулăшаймаççĕ, хăш чухне тавар виçипе е пахалăхĕпе йăнăшма пулать. Укçа-тенкĕ тиевне мĕнле те пулин çăмăллатас тесе кешбек пулăшăвĕллĕ банк сĕнĕвĕсемпе усă куратăп. Ку уйăхра, сăмахран, тумтирпе кĕнеке лавккисем валли çăмăллăхсем паракан кешбексем хута кайрĕç. Çак çулсенче эпĕ чи кирлине вĕренсе çитрĕм: пурне те сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туянмалла мар. Кирлин пĕр пайне вĕренÿ çулĕ хушшинче, чăнах та кирлĕ пулсан, туянма пулать».

«Эпир шкула хатĕрленме пуçламан-ха. Формăсене ытларах маркетплейссенче туянатпăр. Ĕлкĕреймесен, шкул пасарĕсенче, унта нумай ачаллă çемьесене йÿнерех хакпа та сутаççĕ, – каласа парать тăватă ача амăшĕ Эльвира. – Нумай ачаллă çемье шутланнăран форма туянса тăкакланă укçана саплаштарма та ирĕк пур пирĕн. Канцелярине вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче класпа пĕрле туянатпăр».

Аса илтерме, Пушкăртстанра шкула çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен укçа-тенкĕ тиевне çăмăллатмалли адреслă регион программисем пур.

Нумай ачаллă çемьесем валли:

– кашни çулах туяннă шкул формипе атă-пушмакшăн компенсаци илме пулать. 2027 çултан ăна офлайн мелпе йĕркелĕç;
– пĕрремĕш класа каякан ачасене тÿлевсĕр канцеляри наборĕпе тивĕçтерĕç.
Унсăр пуçне нумай ачаллă çемьесенчи ачасен 40 хутчен автобуспа тÿлевсĕр çÿреме ирĕк пур. Çемье тупăшĕ кашни çын пуçне пурăнмалли укçа-тенкĕн чи пĕчĕк виçинчен иртмест пулсан ачасене шкулта тÿлевсĕр апатпа тивĕçтермелле.
Ятарлă çар операцийĕн участникĕсен çемйисем валли:
– 1-11 класс таран тÿлевсĕр апатлантарасси;
– спорт, музыка, илемлĕх кружокĕсен тăкакĕсене саплаштарасси;
– шкулсенчи вăрăмлатнă кунсене тÿлевсĕр çÿресси;
– шкул ачисемпе 23 çула çитичченхи студентсене хула тата хуласем хушшинчи автобуссемпе 60 хутчен тÿлевсĕр çÿремелли ирĕкпе тивĕçтересси;
– Пушкăртстанри ача-пăча санаторийĕсемпе лагерьсене канма кайма тÿлевсĕр путевкăсем парасси.

«Ятарлă çар операци участникĕсен ачисене ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Ашшĕсем, хăшĕсен амăшĕсем те, Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ вăхăтра вĕсене мĕн кирлипе туллин тивĕçтермелле. Апатлантарни, пĕлÿпе тата аталантармалли майсемпе тивĕçтерни – ку эпир вĕсемшĕн тума пултарнин чи пĕчĕк пайĕ», – тет регион ертÿçи Радий Хабиров.

Çавăн пекех республикăра кашни çулах «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци иртет. Пушкăртстанра пурăнакансем нумай ачаллă тата укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесене шкула хатĕрленме пулăшас шутпа «Çемье службисене» канцеляри таварĕсем, рюкзаксем, шкул формисем илсе килеççĕ.

Шкулсен хатĕрлĕхĕ

Пушкăртстанра хĕрсех сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрленеççĕ. Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ тĕлне республикăри 42 çĕнетнĕ шкул хăйĕн алăкĕсене уçĕ. Ĕпхÿ хулинче 16 шкула тĕпрен юсанă, çĕнĕ шкула – республикăри математика лицей-интернатне – хута яма хатĕрленеççĕ. Çитес çул республикăра 18 вĕренÿ заведенине хута ярĕç.
Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров объектсене памалли сроксене хăй асăрхаса тăрать. Ун сăмахĕсем тăрăх, юсав ĕçне сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлени çеç мар, ачасене хăрушсăрлăхпа туллин тивĕçтерни пĕлтерĕшлĕ.
ПР правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Урал Кильсенбаев пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун шкулсене юсани – вĕренÿ ĕçне çĕнетни. Учрежденисене çĕнĕ стенасемпе çеç мар, çĕнĕ аталану концепцийĕпе те тивĕçтереççĕ. Сентябрь уйăхĕнчен унта професси умĕнхи классем уçăлаççĕ. Çав вăхăтрах вăл Пушкăртстанра юлашки икĕ çул хушшинче хăпартнă шкулсене чи лайăххисем тенĕ.

Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас