Урал сасси
+15 °С
Облачно
Вĕренÿ
26 Августа , 04:00

Пултаруллă вĕрентекене хисеплĕ ят парса чысланă

Август уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ишимбай хулинче республикăри вĕрентекенсен йăлана кĕнĕ августри конференцийĕ иртнĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров унта пленарлă ларăва уçнă май, вĕренÿ организацийĕсенчи педагогсемпе воспитательсене, наставниксемпе ертÿçĕсене тав тунă.

Пултаруллă вĕрентекене  хисеплĕ ят парса чысланăПултаруллă вĕрентекене  хисеплĕ ят парса чысланă
Пултаруллă вĕрентекене хисеплĕ ят парса чысланă

- Пушкăртстан çĕршыври вĕренÿ тытăмĕнчи учрежденисемпе пысăккисенчен пĕри шутланать. Пирĕн республика чылай кăтартусемпе малта пырать: эпир «Профессионалитет» федераллă проект витĕмĕпе йĕркеленĕ кластерсен шучĕпе малта; шкулсене тĕрлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерессипе Атăлçи федераллă округра - пĕрремĕш, Раççейĕпе - виççĕмĕш вырăнта; Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадине хутшăнма тивĕçлĕ пулнисен шучĕпе (193 вĕренекен) малти пилĕк регион шутне кĕнĕ, вĕсенчен 78-шĕ çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăнă (2025 çулта 57 ача пулнă).
Кăçал пирĕн вĕренекенсем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенче (ЕГЭ) пысăк та лайăх кăтартусем турĕç. Экзаменсенче çĕр балл илнисен шучĕ 159 ачаран 210 çитрĕ. Тĕнче шайĕнче те çитĕнÿсем пур – Китайра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика олимпиадинче Çтерлĕ хулинчи 3№ пушкăрт интернат-лицейĕнчи Руслан Аминов кĕмĕл медаль хуçи пулса тăнă.
Çакăн пек кăтартусене эпир нумай çул хушши вĕренÿ инфратытăмне çирĕплетнине тата ĕçе системăланине пула тума пултартăмăр. Çитес çул хамăр тăрăхри хуласемпе ялсенчи 360 çивĕч ăслă ачасем валли Республикăри математика интернат-лицейĕ уçатпăр. Эпир çак вĕренÿ центрне çĕршывра чи лайăххисен шутне кĕртме ĕмĕтленетпĕр. Ĕпхÿри Еврази аслă шкулсенчи студентсен кампусне туса пĕтерсен, пирĕн ачасен наукăпа изобретатель ĕçне, олимпиадăсемпе тĕнче шайĕнчи конкурссене хутшăнма майсем ытларах пулĕç, - тенĕ Радий Хабиров.
Çак мероприятирех регион ертÿçи тивĕçлисене республикăн патшалăх наградисем парса чысланă. Çавăн пекех РФ çут ĕç министрĕн çумĕ Андрей Корнеев та вĕрентекенсен форумĕнче пулнă май, чыслав процедурине хутшăннă, педагогсене ведомство наградисем парса саламланă. Вĕсен шутĕнче Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуçĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Венера Иванова та пур. Ăна «Раççей Федерацийĕн вĕренÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» палла парса чысланă.
Венера Елизаровна хăй вăхăтĕнче çак шкултах вăтам пĕлÿ илнĕ. 1989 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухса алла диплом илсен тăван яла таврăннă, 37 çул хушши ачасене тăван чĕлхене ăша хывассишĕн тăрăшать. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.
Юрий СНЕГОПАД. Ишимбай районĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас