Урал сасси
+1 °С
Облачно
Вĕренÿ
5 Октября , 05:00

Пуçăма таятăп санăн умăнта, вĕрентекенĕм!

«Профессие тĕрĕс суйласа илтĕн пулсан телей хăй сана шыраса тупĕ», – тенĕ Константин Ушинский паллă педагог. Çак сăмахсем тÿрремĕн мана тата эпĕ ĕçленĕ Мияки районĕнчи Тимеш вăтам шкулĕнчи вĕрентекенсен ушкăнне пырса тивеççĕ. Шел пулин те, ачасен шучĕ çитменнипе, оптимизаци витĕмĕпе пирĕн ялти пĕлÿ çурчĕ хупăнчĕ.

title
Пуçăма таятăп санăн умăнта, вĕрентекенĕм!Пуçăма таятăп санăн умăнта, вĕрентекенĕм!
Пуçăма таятăп санăн умăнта, вĕрентекенĕм!

Шкула, юратнă вĕрентекенĕмĕрсене аса илмен çын çук та пулĕ. Паян сире чаплă çын, пултаруллă учитель çинчен каласа парасшăн.
Ял урамĕ тăрăх лутра пÿллĕ, пичĕ çинче йăл кулă палăракан хĕрарăм утать. Ку вăл – педагогика ĕçĕн ветеранĕ Василя Михайлова. Ăна пурте пĕлеççĕ, паллаççĕ, пуç таяççĕ, сывлăх сунаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл пĕр ăрăва кăна мар пĕлÿ панă. Василя Галиулловна – пултаруллă вĕрентекен, ырă та уçă кăмăллă çын, шанчăклă тус, алă ăсти. Вăл çĕлет, çыхать, тутлă апат пĕçерет.
Василя Галиулловна кашни ачапах пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ. Ăна чылай çул каялла шкултан вĕренсе тухнисем те манмаççĕ, юратнă вĕрентекенĕ патне чечексемпе, парнесемпе килеççĕ. Вăл хăй те парне тума юратать, унăн яланах кашнин валли ăшă та ырă сăмах тупăнать. Чăн-чăн педагог çеç кирлĕ сĕнÿсем пама пултарать. Вăтăр икĕ çул хушши Тимеш ял шкулĕнче математика предметне вĕрентрĕ.
– Вăл юратнă актриса евĕрччĕ. Тен, мана çапла туйăннă пулĕ. Пирĕн класс тин çеç педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк математика вĕрентекенне йышăнчĕ. Ун патĕнче вĕренме тÿр килнисене пурне те ăнăçрĕ. Пирĕн шкула вара – икĕ хутчен. Шкултан вĕренсе тухни нумай çул иртрĕ пулин те час-часах тăван шкулта ирттернĕ вăхăтсене аса илетĕп. Кÿренÿсем, сивĕ сăмахсем, ăнланманлăхсем аса килмеççĕ. Эпир шкул программинчи предметсене çеç вĕренмен, этемлĕхĕн ĕмĕрхи хаклăхĕсене (туслăх, шанчăклăх, пĕр-пĕрне пулăшасси) ăша хывса ÿснĕ, – аса илет Василя Галиулловнан вĕренекенĕсенчен пĕри.
Василя Михайлова класс ертÿçи те пулнă. Вăл хăйпе пĕрле шкула çамрăклăх сывлăшĕ илсе килчĕ. Пурне те чăтса ирттерме, чăн-чăн учитель пулма хăйне хăй сăмах панă тейĕн: лара-тăра пĕлмен вĕрентекенччĕ вăл. Василя Галиулловна кашни кунах шкула çĕнĕ вĕрентÿ пособийĕсем, задачăсем илсе килетчĕ, графикăсем ÿкеретчĕ. Ун чухне хальхи пек хатĕр япаласем туянса пулмастчĕ. Пурне те алă вĕççĕн тума тÿр килнĕ.Укçи-тенкине хĕрхенмесĕр район центрĕнче трафарет, гуашь, сăрăсем, ватман туянатчĕ.
Василя Галиулловна ачасене çав тери тăрăшса вĕрентетчĕ, ун патĕнче виççĕпе вĕреннисем те аслă шкулсене кĕме пултаратчĕç пуль.
Пурнăç малалла шăвать. Вĕренекенсем кашни çулах сывпуллашу вальсĕн çеммипе ăшă сăмахсем каласа шкулпа сывпуллашаççĕ, ятарлă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсемпе аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ. Халĕ ĕнтĕ эпир вĕрентнĕ ачасен мăнукĕсем шкула çÿреççĕ. Апла пулсан пирĕн ĕç малалла тăсăлать.
Педагогшăн тĕп награда вăл – вĕренекенсен малашнехи шăпи ăнăçлă йĕркеленни. Икĕ вĕренекен шкултан ылтăн, 16-шĕ кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухрĕç. Василя Михайлован çемье архивĕнче районти вĕрентÿ уйрăмĕ, шкул, «Комсомолец» колхоз ячĕсенчен панă Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем питĕ нумай. Çавăн пекех унăн РСФСР Çут ĕç министерствин Хисеп хучĕпе Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи паллă (1976 ç), «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕç ветеранĕ» медальсем пур.
Василя Галиулловна тивĕçлĕ канăва кайма пуçтарăнсан шкулта ăсату каçĕ иртрĕ. Мероприяти тĕрлĕ професси çыннисене тата вĕрентекенне манманнисене пуçтарчĕ. Çав каç ун ячĕпе ăшă сăмахсем нумай пулчĕç.
Эпĕ унпа 1973 çулта паллашнăччĕ. Çтерлĕри патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн чăваш ялне ĕçлеме ячĕç. Мана вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме сĕнчĕç. Ун хыççăн эпир уйрăлман, çемьесемпе туслă пулнă.
Тата мĕн калама пултаратăп. Вăл – тутар. Эпĕ – вырăс. Иксĕмĕр те чăваш ялĕнче тымар янă. Кунта ытти халăх çыннисем те пĕр çемьери пек туслă пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрне кÿрентерекен çук.
Хальхи вăхăтра пирĕн ялта асап курнă çветтуй Екатерина ячĕпе чиркÿ хăпартас ĕç пырать. В.Г. Михайлова та май пур таран сăваплă ĕç валли тÿпе хывать.
Василя Галиулловна «Чĕре чĕннипе» («Зов сердца») волонтерсен пĕрлешĕвĕн хастар пайташĕ пулнине те палăртса хăвармалла. Унăн тăрăшуллă та ĕçчен аллисем пĕр маскировка сечĕ çеç çыхман. Вăл пирĕн салтаксене гуманитари пулăшăвĕ те сахал мар уйăрать. Ырă ĕçĕшĕн, хастар гражданла позицишĕн, çĕнтерĕве çывхартас ĕçе тÿпе хывнăшăн ăна «Çĕнтерÿшĕн» укçа-тенкĕпе çыхăнман автономлă организацин Тав çырăвĕпе чысланă.
Паянхи кун Василя Галиулловна 79 çул тултанă. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Ачисемпе мăнукĕсем ашшĕпе амăшне тимлĕхсĕр хăвармаççĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ.
– Ачасене вĕрентес тата воспитани парас енĕпе тăрăшса ĕçлени усăсăр иртмерĕ, выпускниксем пирĕн шанăçа тÿрре кăларчĕç. Вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнăшăн, çитĕнÿсем тунăшăн савăнатăп, – тет час-часах сумлă вĕрентекен.
Хаклă вĕрентекенĕмĕре, ĕçтешĕмĕре çывхарса килекен уяв ячĕпе саламласа телей, ăнăçу, çывăх çынсен юратăвне сунатăп.
Нина СЕМЕНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.

Пуçăма таятăп санăн умăнта, вĕрентекенĕм!
Пуçăма таятăп санăн умăнта, вĕрентекенĕм!
Пуçăма таятăп санăн умăнта, вĕрентекенĕм!
Автор:Надежда Родионова