Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
24 Ноябрӗн 2021, 10:15

Çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисем кун çути курчĕç

Илемлĕ литература – кăмăл-туйăм, кăмăл-сипет, пĕлÿ çăлкуçĕ. Унта уйрăм çын шăпи, тавракурăмĕ, ĕмĕчĕ-нуши уççăн курăнать. Çак предмета шкулта вĕрентни ачасене хăйсен пултарулăхне аталантарма май парать, тавракурăмне анлăлатать, кăмăл-туйăмне пуянлатать тата пурнăçра чи кирлине ăша хывма пулăшать.

Çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисем кун çути курчĕç
Çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисем кун çути курчĕç

Чăваш кĕнеке издательствинче тăван литература предметне вĕренмелли çĕнĕ кăларăмсем кун çути курчĕç, чылай шкулта вĕсемпе паллашма та ĕлкĕрчĕç пулĕ. Мĕнле çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисем çинчен самах пырать-ха?
Вырăсла вĕрентсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацисенчи пĕрремĕш классем валли «Литература вулавĕ» пичетленчĕ. Авторĕсем – В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева. Редакторĕ – Н.В. Вечеркина. Ăна чăвашла тата вырăсла хатĕрленĕ. Ачасем тĕрлĕ хайлавпа чăвашла паллашĕç. Унсăр пуçне литературăри ăнлавсене ăша хывĕç: кам вăл автор, мĕн вăл псевдоним, тема, калав тата ытти те. Вĕсене вырăсла ăнлантарнă. Кашни тема хыççăн – пĕлĕве аталантармалли тĕрлĕ ĕç. Вĕсене ятарлă паллăсемпе кăтартнă: «Итлетпĕр», «Кăткăс ĕç», «Мăшăрăн ĕçлетпĕр», «Ушкăнпа ĕçлетпĕр» тата ытти те.
Пиллĕкмĕш, улттăмĕш тата çиччĕмĕш классенче вĕренекенсем валли «Чăваш литератури» вĕренÿпе вулав кĕнекисем кун çути курчĕç. 5-мĕш, 6-мĕш классем валли кăларăма А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михутина тата Р.А. Мазикова хатĕрленĕ.Редакторĕсем – Н.В. Вечеркина, А.Г. Майорова. «Литература урокĕсенче тĕрлĕ хайлава вулама, итлеме, тишкерме вĕренĕпĕр, чăваш çыравçисен произведенийĕсемпе паллашăпăр. Кĕнекере пурĕ çичĕ тема панă. Кашни пысăк темăн ячĕ ваттисен сăмахĕнчен пуçланать. Вăл вĕренмелли тема шухăшне пĕтĕмлетсе тăрать», – тесе палăртнă 5-мĕш класс вĕренÿ кĕнекин умсăмахĕнче. Кашни автор пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн чăвашла ăнланма йывăр сăмахсен куçарăвне панă. Унсăр пуçне литература терминĕсене вырăсла тата чăвашла ăнлантарнă, çавăн пекех темăпа паллашнă хыççăн ачасен тĕрлĕ ĕç пурнăçламалла: «Хăвăра тĕрĕслĕр», «Итлев-тăнлав» (фонохрестомати), «Литература теорийĕ», «Пултарулăх ĕçĕ» тата ытти те. Ачасем чăваш авторĕсемпе çеç мар, тĕрлĕ халăх çыравçисен хайлавĕсемпе те чăвашла паллашĕç.
Çиччĕмĕшсем валли «Чăваш литературине» А.А. Ядрицовăпа И.В. Ядранская хатĕрленĕ. Малтанхи çулсенче вĕреннине вĕсем малалла тăсĕç, литература ăнлавĕсем те кăткăсланĕç: аллегори, архаизм, идеал, лирика геройĕ тата ытти те. Кăларăмсен страницисем тĕрлĕ тĕслĕ, вĕсене алла тытма, çĕнĕ темăпа паллашма кăмăллă.
Тăван чăваш чĕлхипе пĕлÿ паркан вĕренÿ организацийĕсенчи 10-мĕш классем валли А.Ф. Мышкина «Тăван литература» хатĕрленĕ. Ку кăларăмра вĕренÿ тата вулав кĕнекисене пĕрлештернĕ «Кĕнеке тытăмне çĕнĕлле, эсир халиччен хăнăхнă евĕрлĕ мар, йĕркеленĕ. Пĕрремĕшĕнчен, пĕтĕм материала хускатакан проблемăна мала кăларса вырнаçтарнă. Çавăнпа, сăмахран, ача-пăча литературине тарăннăн тишкерекен пайра 1930-мĕш çулсенче ача-пăча литературине тарăннăн аталантарнă çыравçăсене те, ХХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче самай пысăк витĕм кÿнĕ авторсене те, паянхи кун ХХI ĕмĕрте малалла аталантаракан çамрăк тата вăтам çулхи çыравçăсене те пĕр çыхăра пăхса тухнă», – тесе асăрхаттарнă умсăмахра Альбина Федоровна.
Кĕнекене пĕлĕве тарăнлатма, тавракурăма аталантарма пулăшакан тĕрлĕ ĕçсене кĕртнĕ, вăл Уралпа Атăл тăрăхĕнчи халăхсен ХХ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчи литературипе те паллаштарать.
Унсăр пуçне «Чăваш азбуки» валли ĕç тетрачĕсем пичетленнĕ. Авторĕсем – Н.Н. Чернова, Э.С. Атласкина, С.П. Захарова. Ӳнерçисем – А.В. Семенова, П.Н. Сергеев.
«Чăваш букварĕ» валли те ĕç тетрачĕсем кун çути курнă. Авторĕсем – Т.В. Артемьева, М.К. Волков, С.П. Руссков, ÿнерçисем – С.П. Руссков, А.В. Семенова, О.П. Сергеева.
Кăларăмсене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче усă курма Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.
Ольга ФЕДОРОВА.
Шупашкар хули.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: