Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
27 Сентябрӗн 2022, 11:22

«Илемпи» ача садĕнчи туслă коллектив

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнчи «Илемпи» ача сачĕн илемлĕхĕ урамри пĕчĕк хапхаранах пуçланать. Кунта пĕчĕк те туслă, ăшă кăмăллă коллектив ĕçлет.

«Илемпи» ача садĕнчи туслă коллектив
«Илемпи» ача садĕнчи туслă коллектив

Кашни ирхине пирĕн ачасем хаваспах ача садне чупаççĕ. Мĕншĕн тесен кунта тин çеç пурнăç çулĕпе утма пуçланă шăпăрлансене Антонина Ивановна Спиридонова воспитатель ăшшăн кĕтсе илет. Тивĕçлĕ пĕлÿллĕ те пуян опытлă специалист шкул çулчченхи ачасемпе çыхăннă ĕçе лайăх йĕркелеме пĕлет.
Воспитателе пулăшакан тивĕçĕсене пурнăçлакан Регина Александровна Герасимова кашни шăпăрланпа пĕр чĕлхе тупать. Ачасене, кăмăлне кура, черетпе тăхăнма, апатланма пулăшать.
Елена Вячеславовна пирки те ыррине нумай калама пулать. Вăл хăй вăхăтĕнче воспитатель пулса ĕçлерĕ. Пирĕн ачасен пурнăçĕнчи пĕрремĕш утăмĕсен никĕсне хывма пулăшатчĕ. Халĕ хĕрарăм кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче тăрăшать.
Людмила Ивановна Петрова тĕрлĕ апатсем пĕçермелли технологие лайăх пĕлет. Повар шăпăрлансене тутлă та пахалăхлă ирхи тата кăнтăрлахи апатпа хăналама юратать. Сывлăхлă апат çини ачасене выляма, пĕлÿ илме тата хăнăхусем тума вăй-хал парать.
Ирина Ивановна Туховăпа Галина Михайловна Маркова ача садне илемпе тирпейлĕх, ăшăлăх кÿрекенсем шутланаççĕ. Вĕсем тăрăшнипе ача сачĕн территорийĕ çăвĕпе чечек айĕнче ларать. Унсăр пуçне вĕсемех çурта хуралаççĕ.
Эпĕ «Илемпи» ача садне çÿрекен шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕсен ятĕнчен коллектива иртнĕ професси уявĕпе, Шкул çулчченхи учрежденинче ĕçлекенсен кунĕпе, саламлатăп. Вĕсене çирĕп сывлăх, аталану тата пултарулăхра çитĕнÿсем тума сунатăп.
Клара СЕМЕНОВА,
ача амăшĕ.
Пишпÿлек районĕ,
Хушăлка ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: