Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Ватта хисеп
30 Апрелӗн 2019, 12:58

Черетлĕ тĕлпулу черетлĕ асаилÿсемпе пуянланчĕ

Нумаях пулмасть А.Г.Николаев ячĕллĕ хĕç-пăшаллă вăйсен, Шалти ĕçсен министерствин тата тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерансен союзĕн Çтерлĕ хулинчи уйрăмĕн пайташĕсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕпе, Авăркас районĕнчи Çĕньял ялĕн хисеплĕ çыннипе Владимир Евстафьевич Романовпа, тĕл пулнă.

Владимир Евстафьевич ватлăх çулĕсене пăхмасăр хăйне лайăх туять‚ çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илме хатĕрленет. Шефа илнĕ ветеран пĕччен пурăнать‚ пысăках мар хуçалăх та тытать. Сумлă шур сухала çывăх çыннисем‚ ачисемпе мăнукĕсем‚ тимлесе пăхаççĕ. Кану кунĕсенче‚ праçниксенче вĕсем пурте тăван килте пухăнаççĕ. Ветерансен союзĕн пайташĕсем килнĕ кун та ачисем тăван йăварахчĕ‚ вĕсем кил хуçалăха тирпей-илем кĕртетчĕç. Ветеран ура çинче çирĕп тăрать, тăн-тăн çÿрет. Владимир Евстафьевичăн пÿлĕмĕнче ĕçлĕ лару-тăру хуçаланать. Сентре çинче хаçатсемпе кĕнекесем тирпейлĕ вырнаçнă. Вăл пĕр тăтăшах хаçат-журнал вулать‚ фотоальбома сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатать‚ хăйсен çемйин ăру-йăх йĕркине тимлĕ тишкерсе тÿрлетет. Ветеранăн йăх-несĕл йывăççи 6 тăваткал метр йышăнать‚ 4 сыпăкран тăрать.
Владимир Евстафьевич ветерансен союзĕн пайташĕсене темиçе хутчен вăрçă кунĕсем çинчен каласа панă, хаяр та усал вăрçăн хăрушă асаилÿ авăрне путнă. Унăн калавĕсем кашнинче итлекене тыткăна илеççĕ. Ман шутпа, пирĕн ветеран пек уçă чунлă‚ ырă шухăшсемпе пурăнакан позитивлă çынсем çеç ватлăх çулĕсене çитеççĕ. Çулĕпе тăхăр вун ултта çывхаракан ветеран (июль уйăхĕн 11-мĕшĕнче унăн çуралнă кунĕ) союз членĕсене ялан хаваспа кĕтсе илет‚ хăйĕн кулленхи пурнăçĕпе паллаштарать. Унсăр пуçне хăнасемпе асăнмалăх сăн ÿкерчĕк ÿкетпĕр. Вăрçă асаилĕвĕсене видео çине çыртарасси те ырă йăлана кĕнĕ. Ветерансен союзĕн пайташĕсем Владимир Евстафьевича çирĕп сывлăх‚ вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.
Виталий МИХАЙЛОВ,
А.Г.Николаев ячĕллĕ ветерансен союзĕн Çтерлĕри уйрăмĕн председателĕ.
Читайте нас: