Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче пурăнакан Алексей Петрович Михайлов‚ 1931 çулта кун çути курнăскер, шăпах Турă парнеленĕ вăхăта тивĕçлĕн хыçа хăварса 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Сумлă ватă - ĕç çынни. Ĕçре пиçĕхниех ăна йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмасăр малаллах ăнтăлма хăнăхтарнă. Вăрçă ахăрсаманине те, ун хыççăнхи выçăллă-тутăллă çулсене те курнăскерĕн нуши-тертне ытлашшипех астивме лекнĕ. Çак çирĕплĕх шăпах пурнăç шăнăрĕ пулса тăнă та. Алексей Петрович хăй ĕмĕрне вырăнти «Карламан» колхозра трактористра ĕçлесе ирттернĕ. Ĕçре иксĕлми вăй-хал хурса, канăçа çухатса тимлени хуçалăхра пысăк çитĕнÿсем тума май панă.
Михайловсен çемйи паян тулăх пурнăçпа, ырă кăмăл-шухăшпа, кашни кунпа кăмăлтан киленсе пурăнать. Çапла пулма вĕсене чăн малтанах çемьере ватă çынсем хисепре пулни, çамрăксем аслисене итлени çул уçса пырать. «Ырă кăмăллă та тимлĕ çын»‚ - тет Августина Федоровна хăйĕн мăшăрĕ пирки. Телейлĕ мăшăр 60 çул пурнăç сукмакĕпе çирĕппĕн утать. Ăшпиллĕ те тарават ватăсене 13 мăнук‚ 21 кĕçĕн мăнук тата вĕсен пĕр ачи куç тулли савăнтараççĕ. Юбиляра çак савăнăçлă та паллă кунпа саламлама Кармаскалă район администрацийĕн ĕçченĕ‚ ачисемпе мăнукĕсем‚ çывăх çыннисемпе кÿршисем пухăннă.
Пухăннисем сумлă ватта тÿрĕ кăмăллă ĕçĕшĕн тав тунă, çирĕп сывлăх, çывăх çыннисен хÿтлĕхне туйса тата нумай çул пурăнма суннă.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.