Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ватта хисеп
21 Мартӑн 2023, 11:39

Канăçсăр чĕреллĕ шурсухала чысларĕç

Тăхăр вунă çула çитнĕ шурсухал кулленхи пурнăç йĕркине мĕнле йĕркелет-ши тесе ыйтсан чи малтан «тивĕçлĕ канура» текен хурав пуçа пырса кĕрет. Анчах та йăнăшма та пулать çапла татса каласа. Акă, Авăркас районĕнчи Утаркÿл ялĕнче пурăнакан канăçсăр чĕреллĕ, лара-тăра пĕлмен Николай Васильевах илер. Вăл çулĕсене пăхмасăр районти культура керменĕ çумĕнчи «Мерчен» чăваш халăх ансамблне ертсе пырать.

Канăçсăр чĕреллĕ шурсухала чысларĕç
Канăçсăр чĕреллĕ шурсухала чысларĕç

Иртнĕ эрнере унăн çавра çулне халалласа Толбазăра пысăк та илемлĕ уяв иртрĕ. Сумлă юбиляра саламлама район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Валерий Нагаев, Кепеç ял хутлăх администрацин (Утаркÿл шăпах çак ял Канашне кĕрет) пуçлăхĕ Фаниль Мулюков, Ĕпхÿрен ПР тата РФ тава тивĕçлĕ строителĕ Минираис Усманов, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн хисеплĕ председателĕ Людмила Мурманская, Игорь Петров истори наукисен кандидачĕ, республикăри халăх пултарулăх центрĕн ĕçченĕ Эльвира Ахмедьярова, Пелепейĕнчен «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов килсе çитнĕ. Çавăн пекех юбилей каçĕнче Николай Семеновича хисеплекен йышлă ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсем, çывăх çыннисемпе тăванĕсем пулчĕç. Вĕсем пурте ăна чĕрĕ чечексемпе парнесем, ăшă сăмахсем парнелерĕç, çирĕп сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунчĕç. «Мерчен», «Балкаш» чăваш тата тутар халăх ансамблĕсем, Ринат Рамазановпа Зульфия Тагирова уйрăм юрăçсем мероприятие юрă-кĕвĕпе илемлетрĕç.
Николай Васильев 55 çул вĕрентÿ сферинче тăрăшнă. Хĕрĕх çул ытла тăван ялĕнчи «Çеçпĕл» чăваш халăх ансамбльне ертсе пынă. Тивĕçлĕ канăва тухсан вăл «Мерчен» юрă-ташă ушкăнĕпе ĕçле пуçланă. «Урал сасси» хаçатпа тачă çыхăну тытать, культура темипе статьясем пичетлет. Унсăр пуçне чăваш культурине халалланă виçĕ кĕнеке кун çути кăтартнă: «Авалхи йăла-йĕркесем» (2017ç.), «Анатри чăвашсен халăх юррисем» (2018ç.), «Ялти манăçа юлнă пурнăç тапхăрĕ» (2020ç.). Çавăн пекех Николай Семенович тăрăшнипе «Вот так было в годы войны и после» (2020ç.) документаллă статьясен пуххи вулакан патне çитнĕ. Шурсухал талантлă педагог тата пултаруллă культура ĕçченĕ пулнине палăртмалла. Вăл хутшăнмасăр районти пĕр уяв та иртмест тесен те йăнăш пулмĕ.
Николай Васильевăн витĕмлĕ те пархатарлă ĕçне патшалăх та, обществăлла организацисем те тивĕçлĕ хак панă. Вăл «В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле ĕçри хастарлăхшăн» медале, «СССР çут ĕç отличникĕ» палла, «Пушкăрт АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята, Ĕç ветера нĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тыл ĕçченĕ медальсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна 2011 çулта Чăваш наци ăслăлăх тата ÿнер академин чăн пайташне йышăннă. 2018 çулта ĕç ветеранĕ Галимджан Ибрагимов ячĕллĕ премин лауреачĕ пулса тăнă, 2019 çулта «Пушкăртстан Республикине йĕркеленĕренпе 100 çул» медале тивĕçнĕ. 2022 çулта «Пушкăртстан Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи» ята панă. Юбилей каçĕнче унăн кăкăрĕ çумне тепĕр медаль хутшăнчĕ, вăл Гурий Комиссаров-Вантер медалĕ. Унпа юбиляра Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин Уралçум филиалĕн ертÿçин çумĕ Игорь Петров чысларĕ.
– Эпĕ наградăшăн ĕçлеместĕп. Хам сывă чухне тăван халăхшăн усăллине, кирлине туса хăварас килет. Пирĕн халăхăн культурăпа йăла-йĕрке еткерĕ питĕ пуян. Çавна упраса хăварасчĕ пирĕн, – терĕ Николай Семенович хăй мĕнле «чирпе чирленине» уçăмлатса. Вăл çак чирех унăн ĕмĕрне вăрăмлатнине пытармарĕ. Апла пулсан 100 çула çитме сунар хамăрăн хисеплĕ шурсухала.
Юрий НИКОЛАЕВ.
Авăркас районĕ.

Канăçсăр чĕреллĕ шурсухала чысларĕç
Канăçсăр чĕреллĕ шурсухала чысларĕç
Канăçсăр чĕреллĕ шурсухала чысларĕç
Канăçсăр чĕреллĕ шурсухала чысларĕç
Канăçсăр чĕреллĕ шурсухала чысларĕç
Канăçсăр чĕреллĕ шурсухала чысларĕç
Канăçсăр чĕреллĕ шурсухала чысларĕç
Канăçсăр чĕреллĕ шурсухала чысларĕç
Канăçсăр чĕреллĕ шурсухала чысларĕç
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: