Çурт ĕçлеме пуçланăранпа миçе ватă е сусăр çын хăтлăх тупман-ши кунта? Хальхи вăхăтра 28 çын пĕр çемьери пек пурăнать. Вĕсен хушшинче хăйсен урисемпе утса çÿрекеннисем те, урапапа чупаканнисем те, вырăнпа выртаканнисем те пур. Кунта – Пелепей тăрăхĕнчи ватăсемпе сусăр çынсем кăна мар, Туймазăпа Хайбулла районĕсенчен илсе килнисем те.
Уйрăм çултан-çул çĕнелсе илемленет. Мĕнле кăна юсав ĕçĕсем туса ирттермен-ши? Çĕнĕ сĕтел-пуканпа, оборудованипе те пуянланнă. Паянхи самана таппинчен юлас мар тесе кинемейсемпе мучисем телевизорпа тĕрлĕ программа пăхаççĕ. Апат-çимĕç пирки те шухăш çук. Мĕншĕн тесен пахча çимĕçне уйăрса панă çĕр лаптăкĕнче кашни çулах çитĕнтереççĕ. Паянхи кун çурт ăшĕнче якату-илемлетÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме патшалăх кăна мар, спонсорсем те пулăшаççĕ.
– Пелепей хулинчи Ача-пăча çурчĕ, хулари «Ырлăх парикмахерĕсем» («Парикмахеры добра») юхăм, Пелепейĕнчи «Мой бизнес» предпринимательсене пулăшу памалли центр (ертÿçи – Ольга Яковлева), Пелепей хулинчи тата Приютово поселокĕнчи Ветерансен канашĕсем (концертсемпе килеççĕ), «Дорогие мои старики» (Ĕпхÿ хули) тăтăшах волонтер пулăшăвĕ параççĕ, – тав туса асăнчĕ ватăсен юлташĕсене Верхнетроицки психоневрологи интерначĕн сусăр тата аслă ÿсĕмри граждансене стационарлă социаллă пулăшу паракан уйрăмĕн ертÿçи Оксана Андреева.
Пурăнма, канма, ĕçлес кăмăл пуррисене ĕçлеме, сывлăха çирĕплетес текенсене спортпа туслашма инвентарьсем илсе панă. Илемлĕ литература вулама юратакансене кĕнеке-журналсемпе тивĕçтереççĕ. Пысăках мар библиотека кану пÿлĕмĕнче вырнаçнă.
Уйрăмри тату пурнăç социаллă ĕçченсенчен нумай килет. Коллектива Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Оксана Андреева пĕлсе ертсе пырать. Сăпайлă та ырă кăмăллă хĕрарăм кунта 11 çул хушши тăрăшать. Ертÿçĕ тилхепине икĕ çул тытса пырать. Вăл пурин кăмăлне те тупма пĕлет, яланах пулăшать. Паянхи кун уйрăмра 9 çын – икĕ повар, тăватă санитарка, водитель, склад заведующийĕ, медицина сестри – ĕçлет. Вĕсем пурте ватăсем хăйсене килĕсенчи пек туйччăр, сывлăх енĕпе ан хавшаччăр, пурнăçпа пĕр тан утса пыччăр тесе тăрăшаççĕ. Социаллă учрежденинче пурăнакансен кăмăл-туйăмне курма, вĕсен ыйтăвне туллин тивĕçтерме пĕлеççĕ. Ĕçлекенсем хăйсен ĕçне юратса пурнăçлани куç умĕнчех. Кунта ăнсăртран лекнĕ çын нумай тытăнса тăраймасть пулĕ. «Уйрăмра вăй хуракан çынра мĕнле енсем пулмалла?» тесе ыйтрăм Оксана Владимировнăран.
– Ватăсем ачасем пекех. Кăштах хытăрах каласан ÿпкелешеççĕ, макăраççĕ. Çавăнпа çак ĕçре тимлĕ те чăтăмлă, ырă кăмăллă пулмалла. Чи пĕлтерĕшли вара хăв тăвакан ĕçе питĕ юратмалла, – хурав пачĕ хĕрарăм-ертÿçĕ.
Çавăн пекех кашни ĕçчен уйăхне икĕ мероприяти ирттересси те çирĕп йăлара. Купăсçи вара хăйсен.
Социаллă учрежденинче пурăнакан ватăсенчен пĕри - Раиса Петрова Иванова. Кинемей сентябрĕн 22-мĕшĕнче хăйĕн 90 çулхи çавра юбилейне паллă турĕ. Кăмăлĕпе ырă, сăнĕпе те илĕртÿллĕ юбиляра саламласа кану пÿлĕмĕнче чылай çын пухăнчĕ. Сумлă хăнасем хушшинче Туймазă районĕнчи Верхнетроицки психоневрологи интерначĕн директорĕ Диляра Мустафина, Максим Горький ял Канашĕн пуçлăхĕ Надежда Красильникова, Пелепей хулинчи «Мой бизнес» предпринимательсене пулăшу памалли центр ертÿçи Ольга Яковлева хăйĕн пулăшаканĕсемпе пулчĕç.
– Çакăн пек кун кунта килмесĕр пултараймарăм. Оксана Владимировна юбилей паллă тăватпăр терĕ. Çавăнпа васкасах çула тухрăмăр. Раиса Петровна, сире çак илемлĕ датăпа саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, хаваслă йăл-кулă, ырă хыпарсем сунатпăр, – терĕ интернат директорĕ Диляра Мустафина.
Ăшă сăмахсем те, парнесем те сахал мар пулчĕç юбилей кĕрекинче.
– Раиса Петровна, сире илемлĕ те пĕлтерĕшлĕ кунпа саламлатпăр. Пурнăçăрта пĕр калăппа виçме çук тунă ĕçĕрсемшĕн тав тăватăп. Эсир тăрăшнипе эпир хăтлă пурнăçпа пурăнатпăр. Малашне те йăл-йăл кулса пурăнмалла пултăр, ырă кăмăллă пулăр. Мана эсир хризантема чечекĕсем юрататăр тесе каларĕç. Çавăнпа сире шурă-шурă чечексен çыххине парнелетĕп, – тесе саламларĕ ял пуçлăхĕ Надежда Красильникова.
Унтан юбиляра упа тата куян тумĕсем тăхăннă аниматорсем, ачасем саламларĕç, вĕсем ташă-юрăсем, сăвăсем парнелерĕç.
Юлашкинчен çакна каласшăн: пурнăç тени ама çури мар, тăван анне пултăр. Кирек ăçта çитсен те савăнăç çеç кĕттĕр.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ,
Максим Горький ялĕ.