Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ватта хисеп
4 Октябрӗн 2023, 12:00

Çур ĕмĕр иртсен вĕрентекенпе тĕл пулни

Пурнăçра тĕлĕнмелле тĕлпулусем пулса иртеççĕ. Кĕтмен-туман çĕртен пурнăç çулĕ çине вăрах вăхăт хушши курман çын килсе тухать. Ун чухне аса илÿ авăрне путатăн, пулни-иртнине, ачалăха, çамрăклăха куç умне кăларса тăрататăн.

Çур ĕмĕр иртсен вĕрентекенпе тĕл пулни
Çур ĕмĕр иртсен вĕрентекенпе тĕл пулни

Çавăн пек пулнă та Ермеккей тăрăхĕнчи Уйăлка ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шаймуратов орденне тивĕçнĕ чăваш ачипе, полицин отставкăри полковникĕпе Борис Гордеевпа. Борис Ефимович Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялне Украинăри ятарлă çар операцинче пуç хунă Денис Алексеев паттăра пытарма килсен хăйĕн вĕрентекенне Валентина Спиридоновна Андреевана тĕл пулнă. Вырăнти шкултан 1972 çулта вĕренсе тухнă выпускникпа вĕрентекенĕн аса илмелли чылай пулнă.
«Хамăрăн вĕрентекене Валентина Спиридоновнăна ĕмĕр тăршшĕпех ырă енчен çеç асра тытса пурăнатăп. Вăл пире пиллĕкмĕш класран, 1968 çултан пуçласа, математика предметне вĕрентме пуçларĕ. Вĕрентекен профессийĕ уншăн чун туртни пулнине паянхи кун çирĕплетсех калама пултаратăп. Валентина Спиридоновна пур ачапа та тимлĕ пулма тăрăшатчĕ, пур темăна та тÿсĕмлĕн ăнлантарса паратчĕ, çирĕп ыйтатчĕ. Çавăнпа та эпĕ математикăна питĕ юратса вĕренеттĕм, уравненисемпе задачăсене çăмăллăн «парăнтараттăм». Эпĕ тăрăшса вĕреннине кура вĕрентекен мана тата та ытларах хавхалантаратчĕ, хушма заданисем паратчĕ. Маларах вăл манăн пичче-аппасене те вĕрентнĕ. Вĕсем те вĕренÿре питĕ пултаруллă пулнине палăртмалла.
Валентина Спиридоновна тирпейлĕ, пуçаруллă пулнипе те уйрăлса тăратчĕ. Хитре тăхăнатчĕ. Пирĕншĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ.
Вăл Пелепей тăрăхĕнчи Илкел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пелепейри педагогика училищинчен вĕренсе тухсан Ермеккей тăрăхĕнчи Эрехĕрри ялне ĕçлеме килнĕ. Кунтах хăйĕн шăпине те тупнă: Борис Андреев фронтовика качча тухнă. Борис Владимирович та учитель пулнă, вăрçă умĕн Пелепейри педагогика училищинче вĕреннĕ.
Шкула эпĕ кирек хăçан та хаваслансах чупнă. Тĕрлĕ кружоксене çÿренĕ, класс тулашĕнчи мероприятисене хутшăннă, кивĕ хут, тимĕр-тăмăр пуçтарнă, субботниксенчен те пăрăнман. Уйрăмах класпа пĕрле экскурсисене çÿреме килĕшетчĕ. Халĕ те асрах-ха улттăмĕш класс хыççăн хамăр класс ертÿçипе Елена Петровна Николаевапа (вăл пире чăваш чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентетчĕ) похода кайни. Пелепей тăрăхĕнчи Этĕл ялĕнчи вăтам шкула çуран утса çитрĕмĕр те çав кунах автобуспа Пелепей хулине ларса кайрăмăр, педагогика училищин музейне кĕтĕмĕр. Вăл вăхăтра манăн Валя аппа шăпах унта вĕренетчĕ. Пичче те, Владимир Ефимович, салтака кайса килнĕ хыççăн педучилищĕре ĕçлетчĕ.
Шăпах çак экскурси манăн пурнăç шăпине татса пачĕ, педучилище вĕренме кĕме никĕс хыврĕ темелле. Паллах, çакă чи малтан класс тулашĕнчи ĕçе кирлĕ шайра туса пынă вĕрентекенсен тивĕçĕ пулнине палăртмалла.
Сакăр класлă çеç пулсан та Эрехĕрринчи шкул сахал мар паллă çынна вĕрентсе кăларнă. Вĕсем тăрăшса ĕçленĕ, наградăсене тивĕçнĕ. Уйăлкара çуралса ÿснĕ, Эрехĕрри шкулĕнчен вĕренсе тухнă Александр Капитонович Николаев Октябрь революцийĕпе Ĕçлĕхлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. Георгий Александрович Кондратьева Салтак Мухтавĕн 2 тата 3 степень орденĕсемпе наградăланă. Вăл ахаль салтак, связист пулнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-70-мĕш çулĕсенче шкул пĕтернĕ Валентина Демьяновна Евсеевапа Владимир Ефимович Гордеев - паллă учительсем. Вĕсем патшалăх тата ведомство наградисене тивĕçнĕ. Валентина Евсеева – СССР вĕрентÿ ĕç отличникĕ, Владимир Ефимович – ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ.
Манăн тăван тата иккĕмĕш сыпăкри аппасем, Валентина Ефимовнăпа Валентина Аверьяновна Петрова, нумай çул хушши пуçламăш классен вĕрентекенĕсем пулса ĕçлерĕç. Иккĕшĕ те Пелепей хулинчи педагогика училищинчен вĕренсе тухрĕç. Эрехĕрри шкулĕн ытти нумай выпускникĕ те тÿрĕ кăмăллă та ĕçчен çынсем пулса çитĕнчĕç.
Вăрах çул хушши пирĕн Уйăлка ялĕнче пуçламăш шкул вĕрентекенĕсем пулса Нина Николаевна Иванова тата манăн пĕрремĕш вĕрентекен Прасковья Михайловна Ванюшина ĕçлерĕç.
Прасковья Михайловна çав тери ырă чунлă вĕрентекенччĕ. Вăл пирĕншĕн иккĕмĕш анне пекехчĕ. Çавăнпа та эпир ăна кулянтарас мар тесе тăрăшаттăмăр. Хĕллехи тăмансем вăхăтĕнче шкула çитме пулăшас тесе ун патне çухрăм çурă çуран утаттăмăр. Ман шутпа, нумай вĕрентекен сывă чухне хăйсен тивĕçлĕ наградисене илсе ĕлкĕреймен. Пурнăçри çитĕнÿсемшĕн пирĕн чи малтан хамăр вĕрентекенсене, атте-аннене тав тумалла. Çакна эпĕ хам ĕçлекен ШĔМ Ĕпхÿри юридици институчĕн курсанчĕсене те, ытти çамрăксене те каласа ăнлантарса пама тăрăшатăп», - аса илет отставкăри полици полковникĕ.
Çапла кăмăллă аса илÿсем çуратнă вĕрентекенпе тĕл пулни Борис Ефимовичăн чĕринче. Сăмах май, вăл Валентина Спиридоновнăна тата ытти вĕрентекенсене Вĕрентекен кунĕ ячĕпе саламлать, вăрăм кун-çул сунать.
Надежда РОДИОНОВА.
Ермеккей районĕ.

Çур ĕмĕр иртсен вĕрентекенпе тĕл пулни
Çур ĕмĕр иртсен вĕрентекенпе тĕл пулни
Çур ĕмĕр иртсен вĕрентекенпе тĕл пулни
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: