Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ватта хисеп
10 Октябрӗн 2023, 10:09

Сумлă ватăсене чысларăмăр

Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче пурнăçра хурипе шуррине самаях курнă, нумай япала каласа пама тата пурнăçри нумай япалана вĕрентме пултаракан çынсене саламлатпăр.

Сумлă ватăсене чысларăмăр
Сумлă ватăсене чысларăмăр

«Тăнлавсем шурă паспа витĕнни çын аслă çулта пулнине çеç пĕлтермест, ăслă та пуян опытлă, пысăк пĕлÿллĕ пулнине çирĕплетсе парать» шăпах çак сăмахсенчен пуçланчĕ те Ваттисен кунне халалланă уяв. Ăна Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ял хутлăхĕн администраци ĕçченĕсем йĕркелерĕç.
Ял хутлăх пуçлăхĕ Виктор Тимофеев тата ветерансен Канашĕн председателĕ Александр Женжуров пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕç.
Мероприятие йĕркелес ĕçе ял хутлăхĕнче пурăнакан депутатсемпе предпринимательсем хастар хутшăнни те савăнтарать. Уява ирттерме пулăшнă ырă чĕреллĕ Вероника Коноваловапа Инна Спиридонована, Мария Тимофеевапа Иван Кузнецова, Александр Чачаровпа Юрий Григорьева пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Уйрăмах Валентин Судеева палăртса хăвармалла. Çамрăк предприниматель вĕри апат пĕçерме аш-какай сĕнчĕ, парнесен пуххисене туянма укçа-тенкĕпе пулăшрĕ. Çавăн пекех Марина Григорьевана сĕт-çу кучченеçĕсемшĕн (сĕт, сыр, тăпăрчă, хăйма), Виталина Яковлевана тутлă кукăльсем пĕçернĕшĕн, Лия Николаевана уяв сĕтелĕ хатĕрлеме пулăшнăшăн чунтан тав тăватпăр.
Культура çурчĕн ĕçченĕсемпе хăй пултарулăх ушкăнĕсен пайташĕсем пухăннисене пултарулăх номерĕсемпе савăнтарчĕç.
Уяв чăннипех те асра юлмалла, хаваслă иртрĕ.
Клара СЕМЕНОВА.
Пишпÿлек районĕ,
Хушăлка ялĕ.

Сумлă ватăсене чысларăмăр
Сумлă ватăсене чысларăмăр
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: