Михаил Григорьевич Андреев (1907-1987 çç)
Михаил Григорьевич Андреев 1907 çулхи ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Хушăлка ял Канашне кĕрекен Петровка паççулккинче пурăннă. Вăрçă пуçланас умĕн «Самолет» ятлă колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçлансан пĕрремĕш кунранах Совет Çарне çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Вăрçă çулĕпе Белгород тăрăхĕнчен пуçласа Берлина çити утса тухнă. Çĕр çирĕм пĕрремĕш стрелок полкĕнче çапăçнă, снайпер пулнă. Михаил Григорьевича «Берлина илнĕшĕн» тата «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсемпе наградăланă. Белгород хулине нимĕçсенчен хăтарнă чухне пĕрремĕш хут аманнă. Севастополь хули патĕнче тăватă аяк пĕрчине бомба ванчăкĕ лексе иккĕмĕш хут суранланнă. Виççĕмĕш хутĕнче Беларусире сылтăм урине амантнă. Германи çĕрĕ çинче вара тăваттăмĕш хут. Пĕр çул та тăватă уйăх госпитальте выртнă. Сывалса çитсен Берлин хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Тăван килне 1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче таврăннă. Вăрçă хыççăн колхоз председателĕ, Хушăлка больницинче завхоз пулса ĕçленĕ. Эпир ун çинчен манмастпăр. Тавтапуç мирлĕ пурнăçшăн кĕрешекенсене.
Виктория ДАНИЛОВА çырса илнĕ.
Егор Яковлевич Демьянов (1925ç )
Эпĕ пĕлекен вăрçă ветеранĕ – Егор Яковлевич Демьянов. Фронта Якур пичче 1942 çулта тухса кайнă. Снайпер шкулне пĕтерсен ăна вăрçă хирне янă. Якур йысна Украина фронтĕнче çапăçни çинчен каласа пани асра юлнă. Ăна вилнĕ тесе шутланă, пĕтĕм докуменчĕсене илсе кайнă. Часах вĕсен çемйине «похоронка» килнĕ. Якур пичче ăнсăртран çеç сывă юлнă. Санитарка питĕ тимлĕ пăхнă хыççăн салтака госпитале ăсатнă. 1944 çулта Якур пичче килне таврăннă. Асăну хăми çинчи ытти 1196 вилнĕ салтак хушшинче унăн хушамачĕ те пур. Вăрçăри паттăрлăхшăн ăна икĕ орденпа тата вун виçĕ медальпе наградăланă. Юлашки çулĕсене Егор Яковлевич Демьянов Ĕпхÿре хĕрĕ патĕнче ирттернĕ. Ялта пурăннă чухне вăл шăпăр каласа киленнĕ. Ăна вăл хăех вăкăрăн шăк хăмпинчен ăсталанă.
Федор Емельянович Ульмейкин (1907-1943çç)
Федор Емельянович Ульмейкин – аннен кукашшĕ. Ăна 1941 çулта Пелепей районне кĕрекен Чубукаран ятлă ялтан фронта илсе кайнă. Малтан вăл çырусем çырсах тăнă, килти çемйишĕн питĕ тунсăхланă. Ăна килĕнче арăмĕпе ултă ачи кĕтнĕ-çке. Чи кĕçĕннисем – йĕкĕрешсем – тин çеç çуралнă пулнă. Ват кукамайăн пĕр пĕччен пĕчĕкрен-пĕчĕк ачисене пăхмалла пулнă. Ватă кукаçи малтанхи çырăвĕсенче Мускав, Великие Луки патĕнче пынă хĕрÿ çапăçусем çинчен çырса кăтартнă. Кайран вара хыпарсăр çухалнă тесе çыру килнĕ. Çак кунччен ăна ăçта пытарнине те пĕлместпĕр эпир. Пирĕн ватă кукамай мĕн виличчен хăйĕн Хветĕрне кĕтсе пурăннă.