Пур хыпар та
"Вилĕмсĕр полк" акци
19 Нарӑсӑн 2020, 14:26

Эпир паттăрсен умĕнче пуç таятпăр

1941-1945 çç Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ хакĕ - пин-пин салтак пурнăçĕ. Аслă çĕнтерÿ ахаль килмен, ун патне утнă асаплă та тумхахлă çул юнпа пĕвеннĕ. Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнчи Ивановсен çемйинчен фронта тăватă пĕртăван тухса кайнă. Вĕсенчен чи асли 34 çулта, чи кĕçĕнни 18 çулта пулнă. Тăваттăшĕ те вĕсем тăван килне таврăнайман, тăнăç пурнăçшăн пуçĕсене хунă. Вĕсемпе пире Меселпуç ялĕнчи Людмила Карамзина паллаштарать.



Алексей Анисимович Иванов (1908-1942çç)

А.А. Иванов Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Колхоз йĕркеленнĕ кунран пуçласа Совет Çар ретне тăриччен уй-хир бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕ. 1940 çулта Финн вăрçинче пулнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 1941 çулта чĕнсе илнĕ. Тăшмана хирĕç Çурçĕр флочĕн çар пехотин 12-мĕш уйрăм батальон йышĕнче кĕрешнĕ. Йывăр суранĕсене пула 1942 çулхи май уйăхĕн 17-мĕшĕнче госпитальте вилнĕ. Мурманск облаçĕнчи Полярный хулинче пытарнă.



Григорий Анисимович Иванов (1912-1943çç)

Г.А. Иванов Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче 1912 çулта çуралнă. Колхоз йĕркелес ĕçе хастар хутшăннă, ялти комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Шланлăри МТС организацийĕнче трактор бригадин учетчикĕ, ун хыççăн колхоз председателĕн çумĕ,1939 çултан фронта кайиччен колхоз председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Фронта 1941 çулхи август уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе, бронь пулнă пулсан та, тухса кайнă. Г. Иванов сержант Ленинград фрончĕн 131-мĕш стрелоксен дивизийĕнчи 593-мĕш стрелоксен полкĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă. Отделени командирĕ пулнă. 1943 çулхи март уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнчи Поповка чугун çул станцийĕ çывăхĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ленинград облаçĕнчи Тосненский районĕнчи Красный Бор поселокĕнче пытарнă.



Николай Анисимович Иванов (1917-1942çç)

Н.А. Иванов Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче çуралнă. Наумьелĕнчи колхоз çамрăкĕсен çичĕ класлă шкулне пĕтернĕ хыççăн почтальон пулса ĕçленĕ, комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Совет Çарне 1938 çулта чĕнсе илнĕ. Служба Инçет Хĕвелтухăçĕнче иртнĕ. Унпа пĕрле пĕр ротăра Ташлăкÿл учителĕ Иван Михайлович Трофимов та пулнă. «Инçет Хĕвелтухăçĕнче 1938 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 1941 çулхи декабрь уйăхĕччен пултăмăр. Николай питĕ дисциплинăллă, ыттисемшĕн тĕслĕх шутланакан салтакчĕ. Юлташĕсем те ăна хисеплетчĕç. Кашни вĕренÿ занятийĕ тата пăшалпа тĕл пеме вĕреннĕ хыççăн вăл командирсен Тав çырăвне илме тивĕçетчĕ. Вĕренÿрен пушă вăхăтра балалайка калама, сăвăсем çырма çав тери юрататчĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнчен чи пултаруллă коммунистсемпе комсомолецсене Хĕвеланăç фронтне ăсатрĕç. Мускав патне 1942 çул пуçламăшĕнче килсе çитрĕмĕр. Çапăçăва кĕриччен хатĕрлентĕмĕр, вăрăм маршсем иртрĕмĕр. 129 стрелоксен бригади çапăçăва август уйăхĕн 12-мĕшĕнче кĕчĕ. Николай 100 çынран тăракан автоматчиксен ротинчеччĕ. Пирĕн Яузу юхан шывĕ урлă каçмаллаччĕ те тÿрех Смоленск облаçĕнчи Карманово район центрне ирĕке кăлармаллаччĕ. Наступление каймалли çула нимĕçсем ДОТсемпе, дзотсепме хупласа пĕтернĕ. Çĕр айне чавса чикнĕ танксемпе авиаци кунĕн-çĕрĕн хураллаççĕ. Август уйăхĕн 12-18-мĕшĕсенче тăшман оборонине аркатса нимĕçсене 50-100 çухрăма çавăрса илтĕмĕр. Юхан шыв урлă каçрăмăр, анчах райцентра илме питĕ йывăр пулчĕ. Нимĕçсем парăнма шутламаççĕ. Çĕрлехи штурма хатĕрленнĕ чухне Николая уринчен амантрĕç. Эпир ăна персе аркатнă нимĕç танкĕ патне куçарса вырттартăмăр, хамăр райцентра штурмлама васкарăмăр. Ир енне (18.08.42 ç) Николай йывăр суранĕсене пула медсанбатра вилнĕ. Ăна Мускав хулинчен 70-80 çухрăмра вырнаçнă вăрман уçланкинче пытарнă», - каласа панă Иван Михайлович. Каярах Смоленск облаçĕнчи Гагарин районне кĕрекен Карман ялĕнчи 4№ тăванлăх масарне пытарнă.



Филимон Анисимович Иванов (1926-1944çç)

Ф.А. Иванов Пушкăрт АССР,Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче çуралнă. Ăна фронта 1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче, шкул сĕтелĕ хушшинченех илсе кайнă. Малтанхи вăхăтра Ĕпхÿ хулинчи пулемет ротинче, 28-мĕш вĕрентÿ полкĕнче хĕсметре тăнă. 1944 çулхи март уйăхĕнче Белорусси фронтне янă. Пулеметчиксен отделенийĕн командирĕ пулнă. 1944 çулхи сентябрь уйăхĕнче госпитальте суранĕсене пула вилнĕ. Пытарнă тата вилнĕ вырăнĕсем паллă мар.



Елена КАРАМЗИНА ярса панă.


Читайте нас: