Пур хыпар та
"Вилĕмсĕр полк" акци
26 Нарӑсӑн 2020, 14:01

Вĕсен умĕнче пуç таятпăр



Владимир Никифорович Иванов (1928-2010çç)

Владимир Никифорович Иванов 1943 çулхи декабрь уйăхĕнче фронта кайнă. Командир курсĕсене иртнĕ хыççăн Прибалтика фрончĕн 3-мĕш ударлă çар çапăçăвĕсене хутшăннă. 1944 çул сентябрьте Латвине ирĕке кăларнă вăхăтра икĕ урине те осколокпа амантнă. Госпиталь хыççăн Лăпкă тинĕс çар флотне янă, унта сывлăшри çар стрелок-радистне вĕреннĕ. Инçетри разведкăра служба иртнĕ. Китай, Корея, Япони хулисене вĕçнĕ. Ăна 1951 çулта демобилизациленĕ. Вăрçă хыççăн 35 çул ытла ертÿçĕ должноçне пурнăçланă. Правительство наградисем нумай. 2010 çулта вилнĕ.



Диана ДУТОВА,

Виктория РАХУБИНСКАЯ.


Манăн кукаçи каласа панинчен: «Эпĕ 1903 çулхи август уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче çуралнă. 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăтăм. Ун чухне эпĕ 38 çултаччĕ. Пире Благовещенск хулине пухрĕç те Ярославль облаçне ячĕç. 1942 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Калинин облаçне фронта ăсатрĕç. Белгород, Ржев, Великие Луки хулисене тăшманран хăтартăмăр. Унта 1943 çулччен çапăçрăмăр. Çав çулах пире Кубане ячĕç. Ун хыççăн Таганрог хулине ирĕке кăлартăмăр. Çапăçу сенчен пĕринче эпĕ амантăм. Орджоникидзе хулине госпитале ăсатрĕç. Госпиталте пĕр çул выртрăм. Сывалсан Черкасье хулинчен Польша фронтне ячĕç. Львов, Тимбо тата Братислава хулисене тăшманран хăтартăмăр. 1945 çулта Братиславăра мана амантрĕç. Госпитальте вăрçă пĕтичченех выртма тÿр килчĕ. Çичĕ хут аманнă пулсан та сывă юлтăм. Вăрçă хирĕнче пĕрле пулнă юлташсенчен иккĕшĕ – Хайретдин Юсупов тата Василий Сидоров - хамăр район ачисемччĕ. Хайретдин Юсупов – Çирĕклĕ чăвашĕччĕ. Шел, вăл вăрçăран сывă таврăнаймарĕ. Питĕ лайăх юлташсемччĕ эпир. Вăрçăран 1945 çулхи сентябрь уйăхĕнче таврăнтăм. Манăн ултă медаль пур».

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче аслă аппăшĕ çырса илнĕ асаилÿсем тăрăх Глеб КОНОВАЛОВ хатĕрленĕ.


Борис Антонович Степанов (1916-2005çç)

Мăн асатте‚ аттен аслашшĕ Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралнă. 1936 çулта Пелепейри педагогика техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Çав çулах ăна Совет Çарĕн ретне чĕнсе илнĕ. Асатте Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕ‚ связист тата фронт разведчикĕ пулса кĕрешнĕ. Çапăçури паттăрлăхшăн вăл çар орденĕсемпе медалĕсене илме тивĕçнĕ. 1944 çулта йывăр аманнă‚ ăна килне янă. Демобилизаци хыççăн Слакпуç ялĕнчи ача çурчĕн директор тивĕçĕсене пурнăçланă. Унтан шкулта вырăс тата чăваш чĕлхисемпе литературисен‚ ĕç урокĕн учителĕ пулса ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ 32 çулпа танлашать. Ĕçри тăрăшулăхшăн ăна Хисеп хучĕсемпе‚ «Ĕç ветеранĕ» медальпе чысланă. Эпир асаттене нихăçан та манмăпăр.



Алексей СТЕПАНОВ.


Михаил Антонович Федоров (1925ç)

Михаил Антонович Федоров – манăн мăн кукаçей. Вăл 1925 çулхи апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Салтака каяс умĕн Ключевка ялĕнче колхозра ĕçленĕ. 1943 çулхи январь уйăхĕн 23-мĕшĕнче кукаçие фронта илсе кайнă. Кукаçи вăрçăра пулеметчик пулнă. Аманнă хыççăн госпитальте выртнă, 1944 çулхи февраль уйăхĕнче çапăçăва юрăхсăр тесе ăна килне янă. Çапăçури паттăрлăхшăн ăна тĕрлĕ медальсемпе наградăлана, вĕсен шутĕнче «Германие çĕнтернĕшĕн» медаль те пур. Вăрçăран таврăсан пĕр çул Кемерово облаçĕнче шахтер пулса ĕçленĕ. Кайран ялта тăрăшнă. Пилĕк çул тăршшĕ патшалăх валли ял халăхĕнчен сĕт пуçтарнă.

Элина НОВИКОВА çырнă.


Петр Ермолаевич Павлов (1924-1992çç)

Манăн асатте 1924 çулта çуралнă. 1942 çулхи август уйăхĕнче фронта кайнă. 223-мĕш дивизин 780-мĕш полк йышĕнче Курск çапăçăвне, Белгород-Харьков операцийĕсене хутшăннă. Ăна «Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн «Победа» колхоз бригадирĕ, Мичурин ячĕллĕ колхоз председателĕн çумĕ пулса тăрăшнă. 1952 çултанпа Хушăлкари МТСра комбайнер, бригадир пулса вăй хунă. Коммунизмла ĕç ударникĕ. 1992 çулта вилнĕ.



Кирилл ПАВЛОВ.






Читайте нас: