Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
"Вилĕмсĕр полк" акци
6 Мартӑн 2020, 17:18

Паттăрсен умĕнче пуç таятпăр. Ф.Я.Семенов

Манăн пичче, аттен шăллĕ Филипп Семенов Пушкăрт Республикинчи Макар (Ишимбай) районне кĕрекен Йĕкенпуç (Васильевка) ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Лайăх вĕренекенскере вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăнах районти вĕрентÿ пайĕн хушăвĕпе ялти пуçламăш классенчи ачасене вĕрентме шкула ĕçе илнĕ.
1941 çулхи июнь уйăхĕн 22- мĕш кунĕнче Совет Союзне хирĕç фашистла Германи вăрçă пуçланă. Районти Çар комиссариачĕ вăрçа кайма Филипп пиччене те повестка панă. РайОНО ертÿçи çавна пĕлсен васкаса пиччене Çар комиссариатне вĕрентÿ çулĕ вĕçленичен ĕçре хăварма ыйтса заявлени çырма сĕннĕ. Вăл хăй енчен те çак ыйтупа пиччене пулăшма шантарнă.
Пичче килĕшмесĕр çапла каланă тет: «Учитель пулса ман вырăнта кашни шкул пĕтернĕ хĕр ĕçлеме пултарать, çапăçура вара вăл ман пекех тăшмана хирĕç кĕрешме вăй-хăват çитереймĕ».
Филипп Яковлевича Куйбышев (Самара) хулинчи команднăй çар училищине вĕренме янă. Эсир куракан сăн ÿкерчĕкĕн тепĕр енче «Çар училищинче вĕреннĕ чух. 02.06.1942 çул» тесе çырни пур. Тата вилессе сиснĕ пекех хушса хунă: «Ĕмĕрлĕхе асăнмалăх. Мана нихăçан та ан манăр!».
Пирĕн çĕршыв пысăк хăрушлăха лекнĕрен çав училищĕне пĕтеричченех пурне те фронта ăсатнă. 1943 çулхи сентябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче Украинăри Толгино ялне нимĕçсенчен ирĕке кăларнă çапăçура çирĕмри пичче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Çапăçура харсăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн вилнĕ хыççăн ăна «Хастарлăхшăн» медальпе наградăланă. Филипп пиччене Украинăри Днепропетровск облаçĕнчи Магдалин районне кĕрекен Толгино ялĕнчи тăванла масар çине (братская могила) пытарнă. Пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн Филипп пиччене çĕре çити пуç таятăп.
Александр МИХАЙЛОВ,
чăваш наци академикĕ.
Салават хули.
Читайте нас: