1943 çул. Çамрăк каччă Уральск хулинчи çар пехотин пулеметчиксене хатĕрлекен училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтерсен Украина фронтне янă. Танксен 64-мĕш бригадин пулеметчикĕ В. Андреев рядовой пĕрре мар вилĕмпе куçа куçăн тĕл пулнă.
1944 çулта Василий çар госпитальне лекнĕ. Унта сывлăхне сипленĕ хыççăн Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Берлин çулĕпе Зеелов сăртне илесси – чи йывăрри пулнă. Çÿллĕ вырăна тăшмансенчен тасатнă хыççăн совет салтакĕсем Берлин еннелле çул тытнă.
«Йĕри-тавра симĕс курăк‚ садсем чечекре. Тĕнче тискер фашистсенчен тасалса çĕнĕрен чĕрĕлнĕ хунав пекех туйăнатчĕ. 1945 çулхи май уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче нимĕç офицерĕсемпе генералĕсене плена илтĕмĕр. 9-мĕшĕнче Берлин урамĕсенче хĕрлĕ ялавсем вĕлкĕше пуçларĕç. Мускава нимĕçсене парăнтарни çинчен хыпар çитертĕмĕр»‚ – аса илет фронтовик.
Василий Сафронович Андреев вăрçă вĕçленсен тăван ялне сывах таврăннă. Пелепейри педагогика училищине ăнăçлă пĕтерсе Эрĕнпурти педагогика институтĕнче ăс пухнă‚ учитель профессине алла илнĕ. Прогресс поселокĕнче клуб ертÿçи‚ Ăхпуçĕнчи шкулта вĕрентекен‚ РОНОра инспектор‚ Йăлпăлакри шкул ертÿçи‚ колхозри парти организацийĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ. Зинаида Парфирьевна мăшăрĕпе 4 ача çуратса ÿстернĕ.
Вăрçă хирĕнче паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн В. С. Андреева Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе‚ «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн»‚ «Берлина илнĕшĕн» медальсемпе наградăланă.
Марина НИКОЛАЕВА, Мелеспуçĕнчи обществăлла музей ертÿçи.