Пур хыпар та
"Вилĕмсĕр полк" акци
11 Мартӑн 2020, 13:58

Çĕнтерÿ паттăрĕсем умĕнче пуç таятпăр



Куперьян Степанович Иванов (1925-1970çç)

Манăн атте Пелепей районĕнчи Çирĕклĕ (Савкино) ялĕнче çуралнă. 1943 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пелепей хулинчи çар комиссариачĕ чĕннипе Хĕрлĕ Çар ретне тăнă.

«Хастарлăхшăн» медале илме тивĕçнĕ май награда листĕнче çапла çырнă йĕркесем пур: «Иванов кĕçĕн сержант 1943 çулхи март уйăхĕн 23-мĕшĕнче хăйĕн отделенийĕпе Хоценплату хулине ирĕке кăларнă чухне тăшманăн траншейĕнчи малти линири нимĕçсене тĕп тума пултарнă. Вăл пĕччен 12 нимĕçе леш тĕнчене ăсатнă. Çапла майпа хăйсен взводне малалла куçма çул уçнă.» Çак кĕске текст айĕнче «2-мĕш мотострелоксен батальонĕн командирĕ гварди капитан Копонец» тесе çырнă.

Иванов сержант 195-мĕш Çĕнĕ Мускав Хĕрлĕ ялавлă дивизин 564-мĕш полкĕнче хĕсметре тăнă. 1946 çулхи январь уйăхĕн 29-мĕшĕнче 37-мĕш арми (асăннă дивизи шăпах çакăнта кĕнĕ) кăларнă приказра çакăн пек йĕркесем пур: «3-мĕш Белоруси фрончĕн çыхăну ротин телефонистне Иванов Куприян Степановича Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче хастарлăх кăтартнăшăн «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе чыслас. Вăл Бреслау хулине штурмланă чухнехи йывăр та хаяр çапăçу вăхăтĕнче, артиллерипе минометсен çулăмĕ айĕнче 70 вырăнта татăлнă çыхăну кабельне çыхăнтарса, йывăр аманнине пăхмасăр, полк штабĕпе ытти подразделенисене çыхăнтарма май туса панă.»

Çавăн пекех атте 1946 çулхи май уйăхĕнче «1941-1945 çç Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Паянхи кун çакна çирĕплетекен ятарлă приказ пирĕн килте упранать. Çартан атте 1948 çулта çеç киле таврăннă, вăрçă хыççăн Польшăра хĕсметре тăнă. 1949 çулта аннепе, Нина Григорьевнăпа, пĕрлешсе йышлă ача çитĕнтернĕ. Эпĕ, асли, 1950 çулта çут тĕнчене килнĕ. Хаклă çыннăмăр мирлĕ вăхăтра колхозра строительсен бригадирĕ, ялти лавккара сутăçă пулса ĕçлерĕ. 1970 çулта унăн чĕри тапма чарăнчĕ, хăйĕн ĕмĕрлĕх канлĕхне ялти масар çинче тупрĕ.



Елизавета ИВАНОВА,

вăрçă ветеранĕн хĕрĕ.

Пелепей районĕ, Аксаково ялĕ.



Терентий Матвеевич Иванов (1908-1991çç)

Вăрçăччен манăн асаннен ашшĕн çемйи Заря ятлă ялтан куçса килсе Зириклы-Тамакра вырнаçнă. Вăл питĕ хастар тв правур салтак пулнă.Тăван çĕршывăн аслă вăрçин II степень орденне тивĕçнĕ. Вăрçăран ырă-сывă таврăннă. Алă-ури каскалама ăста пулнăран вăл платник пулса ĕçленĕ. Вĕсен çемйинче сакăр ача пулнă. Çичĕ хĕр те пĕр ывăл. Терентий Матвеевич Иванов 83 çулта вилнĕ.


Виталий ТИМОФЕЕВ. Пишпÿлек районĕ.


Прохор Николаевич Миронов (1915 - ...çç)

Манăн мăн асатте Прохор Николаевич Миронов 1915 çулхи январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнче çуралнă. Çара кайиччен тракторист пулса ĕçленĕ. 1938-1940 ç.ç. Совет Çарĕнче служба иртнĕ 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 1944 çулхи октябрьччен танк училищинче вĕреннĕ. Тăшмана хирĕç Белорусси фронтĕнче çапăçнă, Германие çитнĕ. Йывăр аманнă. Уринчи осколок хăй çинчен манма паман: вăрах вăхăтчен уксахласа утнă. Çапăçури паттăрлăхшăн 15 медальпе тата орденсемпе наградăланă. Çав шутра «Хастарлăхшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсем. Мирлĕ вăхăтра тракторист пулса ĕçленĕ. Халĕ вăл пирĕнпе çук ĕнтĕ. Анчах эпир ăна яланах асра тытăпăр.



Ефим Трофимович Данилов (1902-1942çç)

Манăн мăн асатте Ефим Трофимович Данилов 1902 çулта Хушăлка ялĕнче çуралнă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Рядовой пулнă. 1942 çулхи февраль уйăхĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.



Виктория ДАНИЛОВА.


Читайте нас: