Пур хыпар та
"Вилĕмсĕр полк" акци
18 Мартӑн 2020, 12:32

Вăрçă паттăрĕсем умĕнче пуç таятпăр



Александр Александрович Тихонов (1917-1957çç)


Александр кукка - аннен шăллĕ. Вăл Çтерлĕ районне кĕрекен Айгуль ялĕнче 1917 çулта çуралнă. 1940 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Кукка 38 ОИПТАБР штатĕнче службăра тăнă. Часах ăна кĕçĕн сержант званине параççĕ, ун хыççăн аслă телефонист пулса тăрать.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан Кавказа хÿтĕлесе нимĕçсемпе çапăçать. 1944 çулхи август уйăхĕн 25- мĕшĕнче куккан подразделенине 1-мĕш Белорусси фрончĕпе пĕрлештереççĕ. Çав фронт вара нимĕçсен йăвине - Берлина - аркатма каять.

1945 çулхи апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнче Берлина илессишĕн питĕ вăйлă çапăçу пуçланать. Çак çапăçу хыççăн батарея управленин командирĕ куккана награда пама ыйтса ун çинчен акă мĕн çырать: «Александр Александрович Тихонов, младший сержант, ст. телефонист батарейи Управления 38 ОИПТАБР, активный участник Отечественной войны. В боях при прорыве обороны немцев и вступлении в Берлин показал себя смелым и решительным воином Красной Армии.

Несмотря на сильные бомбёжки и артобстрел противника своевременно выходил на линии, в результате была обеспечена бесперебойная связь. 17 апреля в районе Зеелов в напряжённой обстановке боя была повреждена линия, связывающая командира бригады с командиром полка. Противник открыл интенсивный огонь, несмотря на артиллерийский огонь, он своевременно устранил повреждения, и связь была восстановлена.

За обеспечение бесперебойной связи младший сержант Александр Александрович Тихонов достоин правительственной награды – медали «За отвагу». Командир батареи Управления Бардин».

Ман куккана çав кун хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн пĕр медаль кăна мар,Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 2 степень орденне те панă.

Александр куккашăн вăрçă Австринчи Вена хулинче вĕçленнĕ. Дунай юхан шывĕ урлă каçнă чух нимĕçсен артиллерийĕ пеме пуçланă та, пĕр снарячĕ шывра çурăлнă. Унăн хумĕ куккана кĕпер çинчен ывăтса пăр пек сивĕ шыва пăрахнă. Мĕнпур вăйне пухса аран шывран тухнă вăл, анчах ăна контузиленĕ. Ури çинче тăрайми туса хăварнă, хăлхисем илтми пулнă, тытăнчăклă калаçма пуçланă тата хытă шăннипе ÿпке чирĕпе чирлесе кайнă. Госпитальте сипленсен çеç контузийĕ иртнĕ.

Кукка вăрçăран 1946 çул таврăнннă, авланнă. Мăшăрĕпе, Лиза инкепе, виçĕ ача çуратса ÿстернĕ.

Кукка ÿпке чирĕнчен хăтăлаймарĕ, вăл ăна виличченех асаплантарчĕ. Çав чире пулах кукка йывăр ĕç тăваймастчĕ. Колхозра счетовод пулса ĕçлекелерĕ. 1957 çул, хĕрĕхе çитсен, çĕре кĕчĕ.


Александр Михайлов

(АЛЯККАВ Санькки) хатĕрленĕ.


Петр Ефимович Данилов (1924-1943çç) – манăн пысăк пичче, мăн асаттен ывăлĕ Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçă пуçлансан тăшмана хирĕç кĕрешме тухса кайнă. Кĕçĕн сержант, взвод командирĕ пулнă. 1943 çулхи сентябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче вилмелле йывăр аманнă. Украинăри Сумская облаçне кĕрекен Конотопский районĕнчи Старое ятлă ялта пытарнă. Çапла вăрçа пула унăн пурнăçĕ 19 çултах татăлнă.


Виктория ДАНИЛОВА.


Прокопий Иванович Дмитриев (1908 - ….çç)


Прокопий Иванович Дмитриев – манăн мăн асатте. Вăл 1908 çулхи март уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче çуралнă. Шкулта виçĕ класс пĕтернĕ. Вăрçăччен колхозра ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче чĕнсе илнĕ.

Пĕрремĕш çапăçăва 1942 çулхи январь уйăхĕнче Астрахань хулинче 6-мĕш çар чаçĕн йышĕнче кĕнĕ, иккĕмĕшне - 1942 çулхи февраль уйăхĕнче Смоленск облаçĕнче, виççĕмĕшне - 1943 çулхи март уйăхĕнче Киев облаçĕнче. Пехотинец, стрелок пулнă. Йывăр аманнă хыççăн ĕç арминче тăнă. Вăрçă хыççăн тăван яла таврăннă, ял хуçалăхĕнче вăй хунă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ ултă ача çуратса ÿстернĕ.


Алина ДМИТРИЕВА.


Кирилл Иванович Никитин (1918 - ….çç)


Манăн мăн асатте, Кирилл Иванович Никитин Пишпÿлек районĕнчи Петровка паççулккинче çуралса ÿснĕ. «Самолет» колхозра ĕçленĕ. 1938 çулта Совет Çар ретне тăнă. Тăван килне вăрçă хыççăн, 1946 çулта таврăнса çитнĕ. 162-мĕш стрелоксен, парашютпа десант, мотострелоксен полкĕсенче пулнă. Японие хирĕç кĕрешнĕ çапăçусене хутшăннă. Юбилей медалĕсемпе тата «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă. Мĕн тивĕçлĕ

канăва тухиччен тăван колхозра платник пулса ĕçленĕ. Эпир ăна нихăçан та манмастăр.


Наталья ПОДАБОЕВА.


Тефтерев Василий Павлович (1920-1983çç)


Пелепей хулинчи педагогика училищинчен вĕренсе тухсан (1939-1940çç) асатте Пелепей районĕнчи Илькел ялĕнче естествознани учителĕ пулса ĕçленĕ. 1940 çулхи октябрь уйăхĕнче Совет Çарне кайнă. Инçет Хĕвелтухăçри çапăçусене хутшăннă. Унсăр пуçне вăл Мугден‚ Харбин хулисем çывăхĕнче çапăçнă. Кĕçĕн лейтенант званине илнĕ. 1941 çултанпа КПСС партийĕн членĕ пулнă. Иман хулинче шпионсен ушкăнĕн йăвине аркатнăшăн‚ диверсантсене ярса тытнăшăн тата вĕсене вырăна çитернĕшĕн командованийĕн тавне тивĕçнĕ. 1945 çулхи декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕччен хĕсметре тăнă. 1946 çулхи январь уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа 1952 çулччен Зириклытамакри пуçламăш шкулта заведующи пулса ĕçленĕ. Унтан тăван колхозра бригадир тивĕçĕсене пурнăçланă. Эпир хамăр асаттене астăватпăр тата юрататпăр.


Юлия ТефтереВа.Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.





Читайте нас: