Манăн мăн асатте, Ксенофонт Никитович Ефимов, Пелепей тăрăхне кĕрекен Слакпуç ялĕнче 1911 çулта çуралнă. 1931-1933 çç Совет Çарĕн йышĕнче Туркменпа Афган чиккинче басмачсене хирĕç çапăçнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă тĕле 30 çулта пулнă. Мăн асаттене 1941 çулхи июнь уйăхĕнче фронта кайма повестка панă. Вăрçа Пишпÿлекри райвоенкоматран илсе кайнă. Маларах та çапăçусенче пулса курнă çыннăн нимĕçсемпе çапăçма ăсталăхĕ те, вăйĕ те çителĕклĕ пулнă. Асатте çĕнтерĕвĕн йывăр та тертлĕ çулĕсемпе Берлина çитнĕ. 1941 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕччен – Кăнтăр Хĕвеланăç фронтĕнче, 1941 çулхи октябрь уйăхĕнчен 1943 çулхи август уйăхĕччен - Воронеж фронтĕнче, 1943 çулхи август уйăхĕнчен 1944 çулхи март уйăхĕччен – 1-мĕш Украина фронтĕнче, 1944 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа вăрçă пĕтиччен 2-мĕш Украина фронтĕнче çапăçнă. К.Н. Ефимов лейтенант, миномет взвочĕн командирĕ пулнă. Пилĕк хутчен аманнă. 1944 çулхи август уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче Румыни çĕрне ирĕке кăларнă чух взвода пĕлсе ертсе пынипе 30 ытла нимĕçе тата виçĕ пулемет точкине тĕп тунă Ксенофонт Никитович Ефимова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. 1944 çулхи ноябрь уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче К. Ефимовăн взвочĕ минометсемпе тĕл персе тăшманăн çар точкисене аркатнипе пирĕн салтаксем Тисса юхан шывĕ урлă каçса пысăк плацдарм йышăнма пултарнă. Çак çапăçура Ефимов юлташ 30 ытла нимĕç салтакне, нимĕçсен тăватă вут-хĕм точкине тĕп тунă. Мезерчет хулине ирĕке кăларнă чухне тăшман çине вăхăтлă та тĕллĕ вут-хĕм лектерсе стрелоксен ротине иртме май туса панă. Çак çапăçура совет салтакĕсем тăшман салтакĕсемпе техникине сахал мар тĕп тунă, 80 мадяра тыткăна илнĕ. Çапăçусенче хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн К.Н. Ефимова Тăван çĕршывăн аслă вăрçин II степень орденĕпе (27.11.44 ç.) чысланă. Малый тата Шервич каналĕсем урлă каçса (22.03.1945ç) Полешке текен яла ирĕке кăларнăшăн Тăван çĕршывăн аслă вăрçин I степень орденне тивĕçнĕ.