Яков Ухсай – фронтовик. Вăл Совет Çарĕн паттăр салтакĕсемпе пĕрле Атăл хĕрринчен Шпрее патне çити утса тухнă. Çар хаçатĕнче ĕçленĕ, совет салтакĕсен паттăрлăхĕ çинчен нумай çырнă. Вăрçă хирĕнче пăшалпа та‚ перопа та хастар çапăçнăшăн «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденне (1942ç)‚ Тăван çĕршывăн аслă вăрçин орденĕсене, (1944ç) «Тăван çĕршывшăн 1941-1945 çç аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль илме тивĕçнĕ. Яков Ухсай 1946 çулта килне таврăннă.
Фронтовикăн уйрăм ĕçĕнчи характеристикăра çапла çырнă: «31-мĕш Вислеян танк корпусĕн капитанĕ Яков Гаврилович Ухсай «На штурм» хаçатăн редакцинче ĕçленĕ вăхăтра‚ апрель уйăхĕн 24-мĕшĕнчен хăйне пултаруллă çар журналисчĕ пек кăтартрĕ. Львов тата Вислу хулисемшĕн çапăçнă чух редакци ĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçларĕ. Унăн очеркĕсене салтаксемпе офицерсем вулама юрататчĕç. Вĕсенче журналист корпусăн паттăрлĕхĕпе çар ăсталăхне уçса паратчĕ.
«На штурм» хаçатăн яваплă редакторĕ‚ Колнооки майор‚ 31-мĕш Вислеян танк корпус Гвардийĕн политуйрăмĕн начальникĕ Попов полковник».