Борис Матвеевич Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче 1922 çулхи февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. 21 çулхи çамрăк каччă 1943 çулта вăрçа тухса кайнă‚ Корея тата Китай çĕршывĕсенче (Саючу‚ Тодзио тата Муллин хулисене ирĕке кăларнă) çапăçнă. Служба тивĕçне çамрăк салтак Инçет Хĕвелтухăç фронтĕнче, уйрăм зенитка дивизионĕнче пурнăçланă. Хаяр çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна медальсемпе тата Мухтав грамотипе чысланă. Вăл килне 1948 çулта çеç таврăннă. Вăрçă хыççăн Борис Матвеевич тимĕрçĕре ĕçленĕ. Мăшăрĕпе 6 ача‚ виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр‚ пăхса çитĕнтернĕ‚ пурне те тивĕçлĕ воспитани панă‚ пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.