Пур хыпар та
"Вилĕмсĕр полк" акци
1 Апрелӗн 2020, 12:36

Николай Алексеевич Лукин

Николай Алексеевич Лукин (1916 - 1957çç)

Николай Алексеевич Лукин аслă сержант Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче 1916 çулта хресчен çемйинче çуралнă. 1932 çулта вырăнти çичĕ çулхи шкултан вĕренсе тухнă та колхозра ĕçленĕ. 1938 çулхине çамрăк качча салтака кайма повестка тыттарнă. 1941-1945 çç Николай Алексеевич Çурçĕр флочĕн йышĕнче службăра тăнă. Десантник пулнă каччă Рыбачий çур уртавĕнче нимĕçсене хирĕç паттăрăн çапăçнă. Фронтран таврăнсан Н.А.Лукин счетоводсен курсне пĕтернĕ. Тăван колхозра счетовод‚ унтан бухгалтер пулса тăрăшнă. 1950 çулта пултаруллă та ăслă-тăнлă арçынна Кивĕ Сименкке ял Канашĕн председательне суйланă. Унта вăл пилĕк çул хушши пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçланă. 1955 çулта ăна колхоз председателĕ пулма шаннă, анчах та икĕ çултан‚ 1957 çулхи август уйăхĕн 18-мĕшĕнче‚ аçа çапнине пула унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Н.А. Лукин «Хастарлăхшăн»‚ «1941-1945 çç Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн»‚ «Германие çĕнтернине - 20 çул» медальсем илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ăна районти коммунистсен партийĕн членне йышăннă‚ ял тата район Канашĕн депутатне суйланă.
Ирида МАТНИЯЗОВА
Читайте нас: