Пур хыпар та
"Вилĕмсĕр полк" акци
1 Апрелӗн 2020, 12:28

Николай Семенович Кузнецов

Николай Семенович Кузнецов (1916 - ...çç)

Николай Семенович Архангельск районĕнчи Казанка ялĕнче 1916 çулхи апрель уйăхĕн 26-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1924 çул вăл Казанка ялĕнчи пуçламăш шкула кайнă. Унта тăватă çул вĕреннĕ, 1930 çулта Архангельск районĕнчи «Канаш» колхозра ĕçлĕ кун-çулне пуçланă. Унта Николай 1937 çулхи октябрь уйăхĕччен çеç ĕçленĕ. Мĕншĕн тесен салтака кайма ят тухнă. Çамрăк каччă Хĕрлĕ Çар ретĕнче 1940 çулхи ноябрь уйăхĕччен служба иртнĕ. Çартан таврăнсан вăл тăван колхозра çанă тавăрса вăй хунă.
1941 çулхи июнь уйăхĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă. Николай Семенович вара вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Унта вăл связист пулнă. 1942 çулта Н.С. Кузнецова Сталинград хулине хÿтĕленĕшĕн «Хастарлăхшăн» медальпе чысланă. Тепĕр çултан вăл (1943 ç) Белгород хулине ирĕке кăларнăшăн «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденне илме тивĕçнĕ. 1943 çулхи октябрь уйăхĕнче связиста Днепр урлă каçнăшăн Мухтав орденĕ (3 степень) парса хавхалантарнă.
1945 çулхи апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче паттăр салтак Германи территорийĕнче Дрезден хулине ирĕке кăларнă вăхăтра сылтăм урине амантнă. Сывлăхĕ начарланнипе Берлина çитеймен. Ăна госпитале ăсатнă. Унта Николай Семенович 14 уйăх хушши сипленнĕ. Килне 1946 çулхи июль уйăхĕнче виççĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса таврăннă. Вăрçă хыççăн «Канаш» колхозра ĕçленĕ.
1951 çулхи октябрь уйăхĕнче Н.С. Кузнецов Александра мăшăрĕпе Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялне куçса килнĕ. Кунта та тăрăшуллă та ĕçчен арçын алă усса ларман. Вăл «Курган» (каярах ăна «Авангард» ят панă) колхозра ырми-канми тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен‚ 1976 çулччен‚ колхоз лашисене пăхнă.
Читайте нас: