Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Воспитани
19 Нарӑсӑн 2019, 16:53

«Илемпи патĕнче хăнара»

«Эпĕ пĕчĕк ИлемпиЧăваш чунлă хĕр пĕрчиКалаçатăп чăвашлаЮр юрлатăп чăвашла».Эпир пурте Раççей çĕршывĕнче пурăнатпăр. Раççей вăл - тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан‚ тĕрлĕ тĕне ĕненекен, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен тăван килĕ. Çакна шăпăрлансен шайĕнче те асăрхама пулать. Кашни ача сачĕ тĕрлĕ чĕлхепе калаçакансен пысăк çемйи шутланать. Ачасен хушшинче вырăссем‚ пушкăртсем‚ чăвашсем‚ эрменсем‚ украинсем‚ корейсем‚ узбексем...пур. Мĕнле наци халăхĕ пулнине пăхмасăр пирĕн пĕр-пĕрин чĕлхине‚ тĕнне‚ йăли-йĕркисене хисеплемелле.

Эпир, воспитательсем, тĕп тивĕçе пурнăçласа ача садĕнчи шăпăрлансене Пушкăртстанра пурăнакан тĕрлĕ халăхсен культурипе паллаштаратпăр.Сăмахран, харпăр хăй шайне ÿстерекен план тăрăх, эпĕ «Шкул çулне çитмен ачасене фольклор тата вăйăсем урлă чăваш культурипе паллаштарасси» темăпа ĕçлетĕп.
Январь уйăхĕн вĕçĕнче «Илемпи патĕнче хăнара» ятлă мероприяти иртрĕ. Унта эпир ачасемпе чăвашла паллашма тата сывпуллашма вĕрентĕмĕр: «Здравствуйте! - Сывлăх сунатăп! Аван!»‚ «Доброе утро! - Ырă ир пултăр!»‚ «Привет - Салам!»‚ «Пока - Чипер!»‚ «До свидания! - Тепре куриччен!».
Ачасем хаваспах «Тупмалли юмахсем» конкурса хутшăнчĕç. «Чăваш Республики» ятлă презентаци тăрăх чăваш ялавĕпе‚ гербĕпе‚ наци апат-çимĕçĕпе паллашрăмăр‚ «Анне» ятлă юрă итлерĕмĕр тата «Чăваш ташши» видеора ачасем ташланине пăхса килентĕмĕр.
Улттăмĕш ушкăна çÿрекен Яна Яковлева «Пукане» сăвă урлă хăй пушă вăхăтра мĕн тума юратни çинчен каласа пачĕ: пуканепе пĕрле тĕлĕнтермĕш паттăр çинчен кĕнекесем вуланине‚ иккĕшĕ юрăсем юрланине‚ пĕр-пĕрне питĕ юратнине‚ тепĕр чух тунсăхланине пĕлтерчĕ. Хăш чух «эпĕ шкула кайсан ман пукане кампа вылĕ-ши» текен шухăш пуçра çуралнине систерчĕ.
Чăвашсен тумтирĕпе‚ çи-пуçĕпе те паллашрăмăр. Мĕн тери капăр вĕсен тухйисем‚ кĕписем‚ чĕрçиттисем... Ачасен умне чăваш тумне тăхăнса пирĕн педагог-психолог Э.В.Каримова тухрĕ. Çавăнпа та утса çÿренĕ‚ ташланă чух хушпу тенкисене тытса хак пама‚ тухйине тăхăнса пăхма та ĕлкĕртĕмĕр. Чăваш халăхĕ хăйсен тумтирĕсенче ытларах шурă‚ хĕрлĕ‚ сарă тĕссемпе усă курнине палăртмалла. Тĕрĕ-эрешĕсем те вĕсен хăйне евĕрлĕ пулнине‚ унта хĕвел‚ çемье‚ туслăх‚ пурнăç йывăçĕ‚ пурнăç çулĕ‚ ăру аталанăвĕ пулнине пĕлетпĕр.
Ачасем пурте выляса савăнма юратаççĕ. Çавăнпа та вăйăсемсĕр епле-ха? «Çил ачисем»‚ «Сăпсасем»‚ «Ĕçченсем»‚ «Уйăхпа хĕвел» ятлă чăваш вăййисене вылярăмăр. Упа‚ сăпса маскисене тăхăнни вĕсене уйрăмах килĕшрĕ.
Мероприяти вара пĕчĕк чăваш дискотекипе вĕçленчĕ. Аслисем те‚ ачасем те В.Христофоров тата «Янра юрă» ушкăн юрлакан «Çумăр çăвать» чăваш юррисен попуррипе ташларăмăр. Пурте кăмăллă юлчĕç.
Наталья ЯКОВЛЕВА‚
61№ ача сачĕн воспитателĕ‚
Çтерлĕ хули.
Читайте нас: