Урал сасси
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Воспитани
26 Нарӑсӑн 2019, 16:15

Паттăрлăх урокĕ Афганистана илсе çитерчĕ

Февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинчи 9№ ачасен модельллĕ вулавăшĕнче «Афганистан - манăн чĕрере» ятлă паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Хулари 35№ шкулти 5«В» класра вĕренекенсем (класс ертÿçи Н.А.Говорова) патне хăнана вырăнти чăваш наципе культура автономийĕнчен Афганистанпа Чечен вăрçисен ветеранĕсем - Михаил Сергеевич Трифонов‚ Георгий Дмитриевич Степанов‚ Алексей Макарович Осипов тата Юрий Анатольевич Петров - килсе çитрĕç.

Мероприяти пуçламăшĕнче çак йĕркесен авторĕ слайд тăрăх ачасене совет çарĕсене Афганистан çĕрĕ çине мĕн тĕллевпе кĕртни‚ пирĕн салтаксен паттăрлăхĕсем‚ йывăр лару-тăрури çапăçусем тата вырăнти халăха пирĕннисем мĕнпе пулăшни çинчен каласа пачĕ. Унтан Кавказ çĕрĕнче иртнĕ çапăçăва хутшăннă Георгий Степанов кунта килнĕ ветерансем пурте Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» пĕрлĕхĕн Çтерлĕ хулинчи уйрăмне кĕнине тата вăл хăй унăн ертÿçи пулнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех ветеран ачасене 10 çула яхăн тăсăлнă Афганистан вăрçин историйĕпе паллаштарчĕ. Асăннă вăрçа 600 пин ытла салтаксемпе офицерсем хутшăннă‚ вĕсенчен 72-шĕ «Совет Союзĕн Геройĕ» ята тивĕçнĕ. 15 пине яхăн салтак ют çĕршывăн çĕрĕнче пуçĕсене хунă. Юрий Петров вара (Чечен вăрçине хутшăннă) Чечен Республикинче службăра тăнине‚ юлташĕсем куç умĕнче паттăрла вилнине аса илчĕ, унта тунă сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ.
Ачасем интернациалист салтаксем каласа панине тимлесе итлерĕç. Михаил Трифонов шкул пĕтернĕ хыççăн Эрĕнпур хулинчи прапорщиксен шкулĕнче вĕренни çинче чарăнса тăчĕ. Унти чаçсене Афганистана яма хатĕрленĕ. 1981-1983çç. Михаил Сергеевич Кабулти зенитпа ракета çарĕнче хĕсметре тăнă‚ сывлăш чиккине сыхланă.
Алексей Осипов тухса калаçни те ачасемшĕн питĕ интереслĕ пулчĕ. Вĕсене, çамрăк яшсене, Сызрань хулинче 6 уйăх хушши тĕрлĕ хĕç-пăшалтан пеме тата ту урлă çул тăрăх бронетранспортерпа çÿреме вĕрентнĕ. Вăрçă паттăрĕ вун сакăр çулхи каччăсене самолетпа Афганистан çĕрĕ çине илсе килнине‚ анчах вĕсем виççĕмĕш хутран çеç çĕр çине анса ларма пултарнине аса илчĕ. Вăл Кундуз хулинчи 149-мĕш гварди мотострелоксен полкĕнче бронетранспортер водителĕ пулса хĕсметре тăнă. Ветеран вĕренекенсене вĕсен машинине тăшмансем сирпĕнтерни тата вăл хăй чылай вăхăт хушши тăнсăр выртнине пăхмасăр вилĕме çĕнтернине пĕлтерчĕ.
Ачасем вăрçă паттăрĕсем каласа панине тимлĕ итленисĕр пуçне вĕсене тĕрлĕ ыйтусем те пачĕç: «Мĕнле паллă пулăм сирĕн асăрта тăрса юлчĕ?», «Эсир хăвăр ачăрсене‚ ывăлăрсене Раççей çарĕнче служба иртмелле пулсан мĕн суннă пулăтăрччĕ?»‚ «Афганистан çĕрĕнчен совет çарĕсене илсе тухмаллинне эсир мĕнле тата ăçта илтнĕ?» тата ыт.те.
Çамрăк ăру та тĕлпулăва хатĕрленни сисĕнчĕ‚ вĕсем Афганистан çинчен илемлĕ сăвăсем вуларĕç. Асăннă мероприятие халалласа «Афганистан вăрçин ахрăмĕ» ятлă кĕнекесен куравне йĕркеленĕччĕ.
Ветерансем вĕренекенсене тăрăшса вĕренме‚ пĕчĕкренех хастар та спортпа туслă‚ арçын ачасем çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем пулма сунчĕç.
Ольга МАРКЕЛОВА, вулавăш ĕçченĕ.
Çтерлĕ хули.
Читайте нас: