Шăп та лăп Çтерлĕ районĕнчи Рощинский ялĕнчи ача садĕнчи кун йĕркине çапла йĕркеленĕ те. Ачасем пушă вăхăтне ытларах уçă сывлăшра ирттереççĕ. Вĕсем урамра хускану, тĕрлĕ темăллă сюжет, дидактика вăййисене выляççĕ, юмах-калавсене вуланине итлеççĕ, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупаççĕ, сăвă вĕренеççĕ.
Ахальтен мар ĕнтĕ ача пахчинчи çуллахи вăхăта сывлăха çирĕплетмелли тапхăр тесе калаççĕ. Çавăнпа та аслисемшĕн çулталăкăн чи паха та ăшă вăхăтне ачасемшĕн усăллă ирттересси пĕрремĕш вырăнта тăрать. Рощинский ача садĕнче ĕçлекен воспитательсем çак ĕçре вăхăта сая ямаççĕ.
Алена СОЛОДСКАЯ, Елена ГРИГОРЬЕВА, Оксана АНТОНОВА, Ксения ЕВДОКИМОВА воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ, Рощинский ялĕ.