Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Воспитани
20 Октябрӗн 2021, 11:49

Ачасен аталанăвĕнче халăх фольклорĕ пĕлтерĕшлĕ

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан хăйĕн илемлĕ юрри-кĕввипе тата чунри пултарулăх туртăмĕпе чапа тухнă. Чăвашсен илемлĕ юррисем хăйсен интонаци пуянлăхĕпе тата çивĕч психологипе тыткăна илеççĕ.

Ачасен аталанăвĕнче халăх фольклорĕ пĕлтерĕшлĕ
Ачасен аталанăвĕнче халăх фольклорĕ пĕлтерĕшлĕ

Чăваш наци фольклорĕ чи пуяннисенчен пĕри шутланать. Вăл педагогика опычĕпе тата халăх ăслăлăхĕпе тачă çыхăннă. Чăваш халăх фольклорĕ никĕсĕ çинче этикăпа педагогика идейисем йĕркеленнĕ: аслисене хисеплесси, ĕçченлĕх, ырă кăмăллăх, çынсен шухăшне илтме пĕлни.
«Чăваш халăх фольклорĕ ача аталанăвне витĕм кÿни» ыйтăва татса парас тесе тĕрлĕ литературăна тĕпчеме тытăнтăм. Çак ĕçе вăтам ушкăнри ачасемпе пуçларăм. Ушкăнра ытларах чăваш çемйисенче çуралса ÿснисем, анчах вĕсем пурте чăвашла калаçмаççĕ. Çавăнпа эпир хамăр ума çакăн пек тĕллев лартрăмăр: ачасенче чăваш пуплевне аталантарасси, вĕсене чăваш халăхĕн сăмах вĕççĕн çÿрекен пултарулăхĕпе паллаштарасси. Чăваш чĕлхине тата тăван кĕтесĕн культурине вĕрентессипе çыхăннă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртес тесен ятарлă условисем йĕркелемелле. Пирĕн пÿлĕмре чăваш кĕтесĕ пур. Унта наци тумĕсем тăхăнтартнă пуканесем упранаççĕ. Ачасем вĕсемпе савăнса выляççĕ. Çавăн пекех кунта чăваш писателĕсемпе поэчĕсен кĕнекисем тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ: К.Вишневская «Асанне юррисем», П.Ялгир «Ача садĕнче», И. Яковлев «Утăра». Унсăр пуçне шăпăрлансемпе чăваш фольклорне тĕпчеме «Шухă вăйăсем», «Шапа сăввисем», «Тупмалли юмахсем», «Ваттисен сăмахĕсем», «Сăпка юррисем» альбомсем хатĕрлерĕмĕр. Çаксемпе эпир чăваш чĕлхине вĕреннĕ, халăх пултарулăхĕпе паллашнă чух усă куратпăр. Пукане театрĕ валли «Лиса и журавль», «Маша и медведь», «Айван чăхă», «Тилĕ тус», «Сармантей», «Алсиш» вырăс тата чăваш юмахĕсенчи сăнарсене фанертан касса ăсталарăмăр. Кашни уявра ачасемпе аслисем чăваш кĕвĕ инструменчĕсемпе калама тăрăшаççĕ. Çавăн пекех шкул çумĕнче чăваш халăхĕн культурине тарăнрах тĕпчеме музей уçнă. Экспозицисен шутне кулленхи пурнăçра, хуçалăхра усă курнă япаласем кĕнĕ. Вĕсене темиçе çул хушши пуçтарнă, кашнийĕн хăйĕн историйĕ. Çакă ачасенче пысăк интерес çуратать те. Вĕсем музейри кашни япалана тытса пăхмассерен ыйтусем параççĕ. Музее çÿресси вăтам ушкăнри ачасенчен пуçланать. Шăпăрлансене кулленхи пурнăçра усă курнă хатĕрсемпе, вĕсен ячĕсемпе паллаштаратпăр. Экспонатсемпе мĕн тума пултарнине ăнлантарса паратпăр. Хăш-пĕр япаласемпе вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлне йĕркеленĕ чух та усă куратпăр. Хĕр ачасемпе арçын ачасем валли кĕпесем, саппунсем çĕленĕ, тухьясем хатĕрленĕ. Вĕсене чăваш тĕрри-эрешĕпе илемлетнĕ. Çамрăк ăрăва наци культурине явăçтарас тĕллевпе мĕнпур чăваш календарь уявĕсене эпĕ ушкăнра йĕркелетĕп. Çакă тăван кĕтесĕн йăли-йĕркисене ăша хывма пулăшать. Çавăн пекех эпир район конкурсĕсене те хутшăнатпăр, парнеллĕ вырăнсем йышăнатпăр.
«Маленькая страна» ташă конкурс-фестивалĕнче эпир 1-мĕш вырăна тивĕçрĕмĕр. Халăх юррисене юрлас номинацире те мала тухрăмăр.
Лилия ФИЛИППОВА,
воспитатель.
Мияки районĕ, Суккул ялĕ.

Ачасен аталанăвĕнче халăх фольклорĕ пĕлтерĕшлĕ
Ачасен аталанăвĕнче халăх фольклорĕ пĕлтерĕшлĕ
Ачасен аталанăвĕнче халăх фольклорĕ пĕлтерĕшлĕ
Ачасен аталанăвĕнче халăх фольклорĕ пĕлтерĕшлĕ
Ачасен аталанăвĕнче халăх фольклорĕ пĕлтерĕшлĕ
Ачасен аталанăвĕнче халăх фольклорĕ пĕлтерĕшлĕ
Ачасен аталанăвĕнче халăх фольклорĕ пĕлтерĕшлĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: