Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Воспитани
12 Кӑрлач 2022, 11:31

Ялти ача сачĕ хуларинчен кая мар

Хула тата ял яланах пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнă, тен, малашне те çак уйрăмлăхсем пулĕç. Çавăнпа хула çыннисемшĕн ял пурнăçĕ питĕ интереслĕ, ялсемшĕн – хулари. Ялсенчи ача сачĕсен ĕç-хĕлне мĕнле йĕркеленине, вĕсем епле пурăннине Шаран районĕнчи Хурамал ялĕнчи ача сачĕн тĕслĕхĕ çинче пăхса тухар.

Ялти ача сачĕ хуларинчен кая мар
Ялти ача сачĕ хуларинчен кая мар

Пысăк мар, анчах
ырă кăмăллă коллектив
Шаранти «Батыр» ача сачĕн Хурамалти филиалĕн коллективĕ пысăках мар. Унăн йышĕнче 5 çын: С.С. Григорьева аслă воспитатель, Л.Х. Муххудинова кĕçĕн ушкăн воспитателĕ, И.Е. Петрова тата Ф.Б. Григорьева воспитательсене пулăшакансем, Л.А. Егорова повар. Светлана Степановна пысăк опытлă, ăшă кăмăллă воспитатель. Вăл Октябрьски хулинчи «педагогика класĕ» курсне пĕтернĕ, Туймазăри педагогика колледжĕнче ăс пухнă. Кăçал вара Бирск хулинчи педагогика институтне куçăн мар мелпе вĕренсе пĕтернĕ. Светлана Григорьева Октябрьски хулинчи шăпăрлансен пахчинче пĕр çул ĕçленĕ, ялти кивĕ ача садĕнче 6 çул повар пулса вăй хунă. Асăннă учрежденинче 2008 çултанпа воспитатель пулса тăрăшать. Вăл пуян опытлă пулнă май ачасене вĕрентÿпе воспитани парас ĕçре çĕнĕ методикăпа тата паянхи технологисемпе усă курса ачасене шкула хатĕрлессипе чылай ĕçлет. Ляйсан Хуснулловна – çамрăк специалист. Унăн ĕç опычĕ 4 уйăхпа çеç танлашать. Юратнă ĕçне Шаран салинчен килсе çÿрет. «Ача садĕнче пачах та ĕçлесе курманскере çăмăлах мар. Светлана Степановна манăн наставник пулса нумай япалана вĕрентет, ăс парать. Мĕнле ыйтупа та – сăмахпа та, ĕçпе пулăшса пырать», – тет çамрăк специалист. Пĕр сăмахпа каласан, Хурамалти ача сачĕн воспитателĕсем ачасен тавра курăмне ÿстерме, пĕр-пĕринпе хутшăнма, атте-аннесене тата тус-юлташĕсене хисеплеме, Тăван çĕршыва юратма вĕрентеççĕ.
Ача сачĕ уйрăм çуртсăр та
тухăçлă ĕçлеме пултарать
Эпир ача садне тимĕр хÿмепе карталанă уйрăм учреждени пек курма хăнăхнă. Ялта çакна йĕркелеме питĕ йывăр: никам та уйрăм çурт хăпартмĕ, çавăнпа ăна валли ытти административлă учрежденисем пур çуртра вырăн уйăраççĕ. Чăн та, Шаранти «Батыр» ача сачĕн филиалĕ шкул çуртĕнче вырнаçнă. Унта урамран кĕмелли уйрăм алăк тунă.
Учрежденин кун йĕрки
Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕ хăйĕн алăкĕсене ирхи 8 сехетре уçать. Ытти ача сачĕсенчи пекех кун йĕркине зарядка, ирхи апат, вăйăсем, занятисем, уçă сывлăшра уçăлса çÿресси, кăнтăр апачĕ, тутлă ыйхă вăхăчĕ, кахал апачĕ, тавракурăма аталантармалли вăйăсем, килĕсене ăсатасси кĕнĕ. Каçхи пилĕк сехет тĕлне вара ачасен сасси пĕтет, çуртра шăплăх хуçаланать. Çакна та палăртса хăвармалла: хулари ача сачĕсенче пĕр ушкăна икĕ воспитатель çирĕплетнĕ пулсан, ялсенче вара апла мар – пĕр ушкăнра пĕр воспитатель. Çавăнпа ялтисене иртен пуçласа каçчен ĕçлеме тÿр килет.
«Батыр» филиалне шутлă ачасем çÿреççĕ
Таврари паллă вĕрентÿ учрежденине 20 ача çÿрет. Вĕсене икĕ ушкăна уйăрнă: кĕçĕннисем (2-4 çулхисем), аслисем (5-7 çулхисем). Воспитанниксен хушшинче чăвашсем те, марисем те, тутарсем те пур. Шăпăрлансене 5 ялтан илсе килеççĕ: Хурамал, Михайловка, Байгильдино, Юность тата Елань-Чикбашево. Кашни ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне хăйĕн транспорчĕпе çÿретет. Светлана Степановна шухăшĕпе çакă йывăрлăх кăларса тăратакан пĕртен-пĕр самант. «Тен, ача садне шкул ачисене турттаракан евĕр автобус уйăрса панă пулсан, воспитанниксен шучĕ тата та чылайрах пулĕччĕ», – тет аслă воспитатель. Ялти ача садне пĕр çемьерен харăсах темиçе ача çÿрекен тĕслĕхсем те пур. Сăмахран, Юрийпе Анастасия Тихоновсен, Акимпа Анастасия Трофимовсен икшер ачи хаваспах ача садĕнче вăхăта ирттереççĕ.
Музыка ертÿçи, логопед
тата психолог çук
Апла пулин те çакăншăн никам та ÿпкелешмест. Мĕнпур уявсемпе занятисене воспитательсем ирттереççĕ. Зарядкăпа физкультурăна та хăйсемех йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне шăпăрлансене юрлама та, ташлама та вĕрентеççĕ. Çапла майпа ачасем ял клубĕнче иртекен концертсене те хутшăнаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕсем пулăшу пани
Йăлана кĕнĕ тăрăх Хурамалти ача садĕнче те ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ пур. Унăн йышне Анастасия Тихонова тата Алена Петрова кĕнĕ. Вĕсем ертсе пынипе ытти ашшĕ-амăшĕсем канцеляри таварĕсемпе Çĕнĕ çул парнисем туянассипе, кăларăм кунне (выпускной) хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене татса параççĕ. Унсăр пуçне аслисем ача-пăча лапамĕсене юртан тасатма пулăшаççĕ. Нумаях пулмасть ача садĕнче Çĕнĕ çул уявĕ иртрĕ. Уяв чăрăшне лартнă вăхăтра вăрман чиперккине сыхлас, ачасене чăрăшсăр хăварас мар тесе Светлана Ямилова Алина хĕрĕпе хăйсен укçи-тенкипе 2,70 метрлă хайлавлă (искуственный) чăрăш туяннă. Ача сачĕн коллективĕ Ямиловсен çемйине, ашшĕ-амăшĕсен комитетне тата ытти ашшĕ-амăшĕсене пулăшу панăшăн тата ăнланнăшăн чунтан тав тăвать.
Ирида НОВИКОВА.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.

Ялти ача сачĕ хуларинчен кая мар
Ялти ача сачĕ хуларинчен кая мар
Ялти ача сачĕ хуларинчен кая мар
Ялти ача сачĕ хуларинчен кая мар
Ялти ача сачĕ хуларинчен кая мар
Ялти ача сачĕ хуларинчен кая мар
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: