«Юмахра хăнара» хатĕрленÿ ушкăнне çÿрекен ачасем кăçал хаваспах экологи субботникне хутшăнчĕç. Чăн малтан субботник пирки калаçу ирттертĕмĕр, воспитанниксене сăмахăн пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантарса патăмăр. Çавăн пекех Рощинский ача садĕнчи йăласемпе паллаштартăмăр. Мĕншĕн тесен пĕчĕк пулăшакансем «субботник» сăмаха ăша хывни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Кăнтăрлахи апат хыççăн хатĕрленÿ ушкăнне çÿрекен ачасем аслисемпе пĕрле субботнике тухрĕç. Вĕсем хаваспах пĕчĕк кĕреçесене аллисене тытрĕç, вылямалли лапам çинчи юра тăрăшса кăпкалатрĕç. Пĕчĕкскерсем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă пулчĕç. Шăпăрлансем каçхине ашшĕ-амăшĕсене экологи субботникне хутшăнни çинчен хăпартланса та хавхаланса каласа пани воспитательсен чунĕсенче савăнăç туйăмĕ çуратрĕ. Çакă та эпир ачасене воспитани парас çула тĕрĕс суйласа илнине çирĕплетет-тĕр.
Эпир, Рощинский ача садĕнче ĕçлекенсем, хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка сыхлама тата хисеплеме, урамри тасалăха упрама пĕлекен тивĕçлĕ ăру çитĕнтерессе шанатпăр.
Елена ГРИГОРЬЕВА,
Алена СОЛОДСКАЯ, воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ, Рощинский ялĕ.