Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Воспитани
26 Апрелӗн 2022, 11:48

Наци тумĕсен кунĕ – «Айгуль» ача садĕнче

Пушкăртстан Республикинче пурăнакан халăхсен тумĕн кунне Пелепейри «Айгуль» ача сачĕ пысăка хурса йышăнчĕ. Мĕнле кăна мероприяти иртмерĕ пуль унта çак кун! С.Н. Никифоровапа Н.Г. Гусева музыка ертÿçисем ачасем валли интереслĕ заняти йĕркелерĕç.

Наци тумĕсен кунĕ – «Айгуль» ача садĕнче
Наци тумĕсен кунĕ – «Айгуль» ача садĕнче

Пирĕн Пелепей хулинче тĕрлĕ халăх пурăнать. Кашнин хăйне евĕр пуян культура, йăла-йĕрке. Çавна шута илсе воспитательсем ачасене вырăс, пушкăрт, тутар, чăваш халăх тумĕсемпе, вăййисемпе, юрри-ташшисемпе паллаштарчĕç, наци костюмĕсем тăхăннă пуканесен выставкине хатĕрлерĕç. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем мероприятисене хутшăнчĕç. Чи пĕчĕккисем (2-3 çулхи ачасем) те айккинче тăрса юлмарĕç. Шăпăрлансем илемлĕ тумсене курса савăнма çеç мар, вĕсене алăпа тытма та, тăхăнса пăхма та пултарчĕç. Халăхсен кĕввисене итлерĕç, вăйăсем вылярĕç.
Çак кун ача садĕнче хăнара «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнчи «Илем» фольклор ансамблĕн хастарĕсем - чăваш центрĕн ертÿçи Марина Денисова, «Илем» ансамблĕн ертÿçи Нина Никитина, Анастасия Борисова – пулчĕç. Вĕсем «Чăваш наци костюмĕ» темăпа пĕлÿ сехечĕ ирттерчĕç. Ачасене чăваш халăх тумĕпе, пуçа тăхăнмалли хатĕрсемпе (кĕпе, чĕрçитти, ал тутри, тухья, масмак), эрешсемпе паллаштарчĕç, вăйăсем (Ал тутри пăрахмалла, Сар хĕвел) выляттарчĕç. Калас пулать, «Илем» хастарĕсем хулари ача сачĕсенче час-часах пулаççĕ, çитĕнекен ăрăва хамăр йăла-йĕркепе паллаштараççĕ.
Аслă ăру çамрăксене тăван чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем çинчен каласа пани, кăтартни чи паха самант. Çавна май мăнуксен, хăйсен тăван чĕлхене хисеплес, юратас кăмăлĕ вăранать.
Марина КУЛЯКОВА,
«Айгуль» ача сачĕн воспитателĕ.
Пелепей хули.

Наци тумĕсен кунĕ – «Айгуль» ача садĕнче
Наци тумĕсен кунĕ – «Айгуль» ача садĕнче
Наци тумĕсен кунĕ – «Айгуль» ача садĕнче
Наци тумĕсен кунĕ – «Айгуль» ача садĕнче
Наци тумĕсен кунĕ – «Айгуль» ача садĕнче
Наци тумĕсен кунĕ – «Айгуль» ача садĕнче
Наци тумĕсен кунĕ – «Айгуль» ача садĕнче
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: