«Эколята – Дошколята» çут çанталăка сыхламалли социаллă-вĕрентÿ проекчĕ шкул çулчченхи ачасенче экологи тата çут çанталăка юратмалли культурăсене йĕркелессипе çыхăннă. Эколенок – çут çанталăка упракан тата хÿтĕлекен ача.
2022 çулхи октябрь уйăхĕнче Çтерлĕ районĕнчи Рощинский ялĕнчи ача садĕнче вăтам ушкăнри воспитанниксене чаплă лару-тăрура «Эколята – çут çанталăкăн çамрăк хÿтĕлевçисем» ят парасси иртрĕ. Ачасене хăнасем, Шалунпа Умница, Елечкăпа Тихоня сăнарсем, килни уйрăмах савăнтарчĕ. Вĕсем шăпăрлансем ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсене мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç. Унсăр пуçне сăвăсемпе тупмалли юмахсем, дидактика, калаçу тата хускануллă вăйăсем пулчĕç. Ачасем хурăн йывăççи пирĕн çĕршывăн – Раççейĕн – символĕ пулни çинчен каласа пачĕç. Çакăн хыççăн вĕсем «Березка» ташă ташларĕç.
Шăпăрлансем «Эколята - çут çанталăкăн çамрăк хÿтĕлевçисем» Пĕтĕм Раççейри юхăма кĕнĕ май çут çанталăка упрама тата сыхлама сăмах пачĕç.
Эколята ят парассипе çыхăннă церемони эколятăсен гимне итленипе, юмахри сăнарсем ачасене симĕс пилоткăсем тăхăнтартнипе, галстуксем çыхнипе, «Эколята» эмблемăллă медальсем панипе вĕçленчĕ.
Малашлăхра ачасен ĕçĕ нумай: çут çанталăка сыхламалли акцисене, пултарулăх мастерскойĕсене, викторинăсемпе конкурссене хутшăнасси. Çаксем пурте çут çанталăка юратма, упрама тата хисеплеме хăнăхтарĕç.
Сăмах май ачасен ашшĕ-амăшĕсене костюмсемпе атрибутсем хатĕрлеме пулăшнăшăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Уйрăмах Н.Р. Новодранана, А.В. Сабурована, Н.Ф. Газизуллинана. Сирĕн пулăшăвăрсăр çак мероприятие ирттерсе те пулмĕччĕ. Ача сачĕн пурнăçне хастар хутшăннăшăн пысăк тав.
Эпир ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ачасенче çут çанталăка юратмалли культурăна йĕркелеме пултарасса шанатпăр.
Елена ЖИГАЛОВА, Анастасия СОЛОДСКАЯ воспитательсем.