Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Воспитани
15 Ноябрӗн 2022, 11:00

Шăпăрлансен юратăвĕ те хăйне евĕрлĕ

Çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет воспитанийĕ парасси – паянхи куншăн чи çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри. Ача садĕнче шкул çулне çитмен шăпăрлансене тĕрлĕ вăйăсем, мероприятисем урлă Тăван çĕршыва юратма, унпа мăнаçланма хăнăхтарса ÿстеретпĕр. Хăй пурăнакан тавралăха, çĕре хисеплеме вĕрентес тесен ачасене мĕн пĕчĕкрен мăн асаттесен культурипе паллаштармалла.

Шăпăрлансен юратăвĕ те хăйне евĕрлĕ
Шăпăрлансен юратăвĕ те хăйне евĕрлĕ

Мияки тăрăхĕнчи Ерлыково ялĕнчи ача садĕнче çак тĕллеве туллин пурнăçлаççĕ. Пирĕн пурнăçра кăмăл-сипет воспитанийĕ пама пулăшакан уявсем сахал мар. Сентябрь уйăхĕнче Пушкăртстанра чи çутă та илемлĕ уявсенчен пĕрне – Наци тумĕн кунне – уявлаççĕ. Наци тумĕ – çие тăхăнмалли япала çеç мар, вăл – халăх культурипе историйĕ, унăн йăлипе пурнăç йĕрки. Пирĕн ача садне вырăс, пушкăрт, тутар, чăваш ачисем çÿреççĕ. Çак куна халалласа тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем çÿрекен ушкăнра «Халăх тумĕсен кунĕ» мероприяти иртрĕ. Уявăн илемĕсенчен пĕри чăваш тумĕ пулчĕ. Ачасем хĕрсен пуçа тăхăнмалли хатĕрĕ чăвашла тухья, «платье» – кĕпе, «фартук» саппун пулнине пĕлчĕç. Вĕсене пурне те алăпа тунă. Пĕчĕкскерсем мăн аслашшĕ-асламăшсем çинчен каласа панине тĕлĕнсе тата савăнса итлерĕç.
Ĕлĕк йĕтĕн те акса ÿстернĕ, çип те арланă, унтан вĕсене пĕветнĕ, тĕртнĕ. Ку çеç те мар, хатĕр тума тĕрĕсемпе илемлетнĕ. Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн пуянлăхĕ тата мăнаçлăхĕ. Кĕпе-тумтире ытларах тĕрлĕ тĕслĕ çăм çипписемпе тĕрленĕ. Пуçа тăхăнмалли хатĕрсене вак шăрçапа, кĕмĕл укçасемпе капăрлатнă. Уявăн пĕр пайĕ пултарулăх мастерскойĕнче иртрĕ. Унта шăпăрлансем хутран касса кăларнă чăваш кĕписене чăн-чăн художниксем евĕр сăрласа илемлетрĕç. Ĕçсем тĕлĕнмелле чаплă пулса тухрĕç. Каçпа, ашшĕ-амăшсем килсен, ачасем хăйсен пултарулăхĕн куравне кăтарма васкарĕç.
Çутă та ăшă туйăмсем çуратакан уявсенчен пĕри – Атте кунĕ. Çак куна та пирĕн ача садĕнче чаплă паллă тăваççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – аттесене хисеплеме, вĕсене пулăшма вĕрентесси. Уяв тĕлне тĕрлĕ вăйă-кулă ирттерме хатĕрленнĕ май ачасемпе «Манăн атте – чи лайăххи» стена хаçачĕ кăларса хамăр ушкăнăн пÿлĕмĕнче вырнаçтартăмăр. Ачасем хăйсен ашшĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене пăхса савăнчĕç. Пĕр-пĕрне ашшĕсем çинчен каласа пачĕç: ăçта, кам пулса ĕçлет, пушă вăхăта мĕнле ирттереççĕ. Уяв питĕ интереслĕ те усăллă иртрĕ. Мероприятие уçă сывлăшра йĕркелени сывлăха, хул-çурăма çирĕплетес енчен те усăллă пулнине палăртмалла. Ачасем ашшĕсем çинчен сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, «Автомобильпе ăмăртни», «Машинăна пушат», «Атте уçăлма тухнă», «Атте супермаркетра» йышши вăйăсем вылярĕç. Уява вĕçлесе ачасем кĕрхи илемлĕ букетсем пуçтарса ашшĕсене парнелерĕç. Мероприяти тăршшĕпех ачасем ашшĕ-амăшĕсене юратнине курма пулчĕ.
Çÿлерех çырнисене пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: ачасем Тăван çĕршыва аслисем пек мар, хăйсене майлă юратаççĕ. Педагогсем урлă пĕчĕкскерсем тăван тавралăх, çут çанталăк, паллă çынсем çинчен хăйсен пĕлĕвĕсене пуянлатса хамăр çĕршыва тата та ытларах юратма, хисеплеме вĕренĕç. Апла пулсан шкул çулне çитичченхи учреждени воспитателĕсем лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртеççĕ темелле.
Галина СЕМЕНОВА,
Ерлыково ялĕнчи
ача сачĕн воспитателĕ.
Мияки районĕ.

Шăпăрлансен юратăвĕ те хăйне евĕрлĕ
Шăпăрлансен юратăвĕ те хăйне евĕрлĕ
Шăпăрлансен юратăвĕ те хăйне евĕрлĕ
Шăпăрлансен юратăвĕ те хăйне евĕрлĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: