Çтерлĕ районĕнчи Рощинский ача садĕнчи вăтам ÿсĕмри ушкăн ачисем, эколятăсем, пыл хурчĕсем пек ĕçлеççĕ. Ашшĕ-амăшсем тăпра, вăрлăхсем илсе килчĕç, воспитательсемпе ачасем калчасем валли савăт-сапа, япаласем хатĕрлерĕç.
Чи малтан сухан лартрăмăр. Кăшт ÿсе пуçланă сухан пуçĕсене сăнарăмăр, унтан вĕсене маларах хатĕрленĕ шăтăксем çине чиксе тухрăмăр. Вăрăм хĕл хыççăн хăв аллупа ÿстернĕ витаминсем питĕ те вырăнлă. Çавăн пекех салат, пăрçа, кăшман валли вырăн хăвартăмăр. Пахча çут çанталăка хÿтĕлекенсен, эколятăсен, сăнарĕсемпе (Хаваслă ашкăнчăк (Веселый шалун), илемлĕ Чăрăш (Красавица елочка), ырă Тихоня (добродушный Тихоня), ытарайми Умница (милая Умница) пуянланчĕ.
Калчасене асăрханса та киленсе пăхрăмăр. Урăхла пулма та пултараймасть. Вĕсем кунран кун вăй илсе пыраççĕ, ÿсеççĕ, ачасене хăйсен симĕс тĕсĕпе савăнтараççĕ. Урамра юр выртать, ушкăнра вара çуркунне хуçаланать. Акă пĕрремĕш тухăçа пуçтарма вăхăт çитрĕ. Ачасене кашни кун пĕрер çулçă сухан параççĕ. Хăв аллупа ÿстернĕ симĕс çимĕçрен тутлăраххи мĕн пултăр?
Çут çанталăкри ĕçĕн хăйне евĕрлĕхĕ пур. Вăл – шкул çулне çитичченхи ачасене вăй çитнĕ таран тума пултаракан пĕртен-пĕр ĕç. Унăн тĕп тĕллевĕ – пахча çимĕç çитĕнтересси. Ĕçĕн кăтартăвне ачасем лайăх ăнланаççĕ. Анчах çимĕçсем юмахри пек хăвăрт çитĕнмеççĕ. Çакă ачасенче вăй-хал тата ăс-хакăл тăрăшулăхне аталантарма пулăшать, кашни кун пурнăçламалли чăкăлтăш ĕçе хăнăхтарать. Кулленех пурте пĕрле пурнăçлакан ĕç ачасене пĕрлештерет, вĕсенче яваплăх туйăмне аталантарать, ĕçе юратма вĕрентет. Ачасем ĕç хатĕрĕсемпе усă кума хăнăхаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтерессипе хăнăхусем илеççĕ, ÿсен-тăрансем пирки пĕлĕвĕсене анлăлатаççĕ.
Елена ЖИГАЛОВА,
Анастасия СОЛОДСКАЯ воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ,
Рощинский ялĕ.