Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Воспитани
12 Апрелӗн 2023, 10:05

Асамлă тĕнче театрĕ

Пĕчĕк чухне эпир хамăрăн вăхăта выляса ирттеретпĕр. Ача садĕнче те чи кăсăкли – вăйă.

Асамлă тĕнче театрĕ
Асамлă тĕнче театрĕ

Хитре, йышлă теттесем ачасен куçĕсене илĕртеççĕ. Хальхи ача сачĕсенче сĕтел хушшинче вылямалли вăйăсем те нумай. Чылай чухне ачасем куçăмлă вăйăсем выляма юратаççĕ. Вăйăсемсĕр пуçне ачана кĕнеке кĕтесĕ илĕртет. Лавккасенче мĕнле кăна кĕнеке сутмаççĕ. Йăпатмăшсем, тĕрлĕ сăвă, калав, юмах кĕнекисем çÿлĕксем çинче ачасене савăнтараççĕ.
Хальхи вăхăтра ачасене килте питĕ сайра хутра ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕр юмахпа е калавпа вуласа паллаштарать. Нумайăшĕсен кил-çуртра кĕнекесем те питĕ сахал. Çавăнпа та садикре воспитательсем пушă вăхăтра, лăпкă сехет вăхăтĕнче кĕнеке вулама тăрăшаççĕ. Кĕнекери юмахсене аса илсе ачасем халапсене хăйсем выляма юратаççĕ. Аслă ушкăнри ачасем юмах тăрăх спектакль те лартса параççĕ. Чăн-чăн театрти пек костюмсем тăхăнса, кашни хăй юмахри герой сăмахĕсене каласа выляççĕ. Çакăн пек герой ролĕсене выляни ачасемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенче артист ăсталăхĕ, чĕлхи уçăлать, ăс-тăн аталанать, чылай сасăсене лайăхрах калама пулăшать.
Манăн ушкăнри ачасем те пысăках мар халапсене выляса кăтартма юратаççĕ. Пĕр-пĕр халапа сĕтел хушшинче те сăнарласа пама пулать. Кун пек чух алла тăхăнса вылямалли юмахри геройсем пур. Унсăр пуçне картонтан касса тунă геройсем те нумай. Çапла майпа ачасем вуланă халапсене, калавсене лайăхрах астуса юлаççĕ. Шăпăрлансемшĕн театрализациленĕ вăйăсем питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Ирина ТИМОФЕЕВА ача сачĕн воспитателĕ.
Пелепей районĕ, Алексеевка ялĕ.

Асамлă тĕнче театрĕ
Асамлă тĕнче театрĕ
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: