Асăннă ушкăнăн уçăлса çÿремелли лапамĕнче пĕр йывăç та çук. Вĕсене ватă пулнипе тата ачасемшĕн хăрушлăх кăларса тăратнипе касса кăкланă. Анчах хĕвел хĕртнĕ чух сулхăна пытанас килет-çке! Çавăнпа та садикпе сывпуллашса шкула вĕренме каякан ачасем парне туса асăнмалăх йывăçсем лартса хăварма шутларĕç.
Ырă шухăша пурнăçа кĕртме А.Слесаренко тата И.Алексеева ачасен амăшĕсем пулăшрĕç. Хунавсем валли шăтăксем чавассине ача сачĕн заведующийĕ Ф.М. Габдуллина йĕркелерĕ. Çапла майпа маларах асăннă аннесем, А.Имангулова воспитатель тата ачасем май уйăхĕн пуçламăшĕнче ача сачĕн территоринче пилешпе çăка хунавĕсене лартрĕç. Хальлĕхе ачасем хăйсен пĕчĕк пластмасса кĕреçисемпе çеç хунавсене тăпрапа хупларĕç пулсан та йывăç мĕнле лартмаллине ăса хыврĕç пулĕ тетĕп. Йывăçсем чĕрĕлсе вăй иле пуçларĕç, вĕсене воспитательсем шăварса тăраççĕ.
Ача садĕнчи выпускной та шавласа иртсе кайрĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнче ачасем хулари тĕрлĕ шкулсенче пуçласа парта хушшине ларĕç. Шăпăрлансем аталанĕç, ăс пухĕç. Вĕсемпе пĕрле çамрăк хунавсем те ÿсĕç, пĕлĕтелле туртăнĕç. Кам пĕлет, тен, çак йывăçсен сулхăнĕнче малашне çак выпускниксен ачисемех вылĕç. Анчах та васкар мар-ха, малалла мĕн пулассине вăхăт татса парĕ.
Инга ВАСИЛЬЕВА.
Пелепей хули.