Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Воспитани
1 Августӑн 2023, 11:35

Хамăр ачасене вăхăтлă тимлĕх уйăрар

Çак кунсенче пĕр паллакан хĕрарăма тĕл пултăм. Хăй хушаматне пĕлтерме хушманран ăна Светлана Петровна тейĕпĕр. Вăл Пишпÿлек районĕнчи ялсенчен пĕринче музей ертÿçи пулса ĕçлет. Ун-кун çинчен калаçнă хыççăн ача-пăча лапамне выляма çÿрекен çулĕ çитмен шăпăрлансем музей территорийĕнчи туалет алăкне çĕмĕрсе пăрахнине пĕлтерчĕ.

Хамăр ачасене вăхăтлă тимлĕх уйăрар
Хамăр ачасене вăхăтлă тимлĕх уйăрар

– Çĕмĕрнĕ çеç мар, тăпăлтарсах кăларнă. Хăйсене курман, аллисенчен тытман, такама айăплама пĕлмелле, – тет Светлана Петровна тарăхса. – Тăван тавралăх илемлĕрех пултăр тесе çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен музей умĕнчи çĕр лаптăкĕ çинче тăрмашатăп. Çăвĕпе акатăп, шăваратăп, çумлатăп, чечекĕсем çура пуçласан савăнатăп. Ача-пăча кĕрсе таптаса тухсан вара чун хурланать. Çын ĕçне хакламанни, çамрăк ăру çавăн пек чунсăр пулни питĕ кулянтарать. Хам пĕчĕк чухне ачасем ун пек хăтланнине ас тумастăп , – тет Светлана Петровна.
Нумаях пулмасть «Пелепей хыпарĕсем» хаçатăн социаллă сетĕнчи страницисенчен пĕринче Пелепейĕнчи икĕ ача сачĕн территорийĕсенче паллă мар çынсем вылямалли лапамсем çинче ларакан хатĕрсене ватни, чечек савăчĕсене çавăра-çавăра çапни пирки çырнăччĕ. РФ ШĔМ Пелепей районĕнчи уйрăмĕн участокĕсенчи уполномочиллĕ полици уйрăмĕпе çулĕ çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăм ĕçченĕсем йĕркене пăсакансене шыраса тупнă. Вĕсем асăннă хулара пурăнакан çулĕ çитмен ачасем пулнă.
– Çулĕсене кура ачасене айăпламан. Анчах ашшĕ-амăшĕсене ачисене воспитани парассипе çыхăннă тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн административлă явап тыттарнă, штраф панă, – пĕлтернĕ ведомствăн аслă юрист консультанчĕ Гузель Шагидуллина. – 2023 çулта йĕрке хуралçисем çакăн пек майпа йĕркене пăснине çирĕплетекен 162 протокол çырса хатĕрленĕ.
Кăшт маларах асăннă районти ялсенчен пĕринче культура çурчĕн ертÿçи пулса ĕçлекен çамрăк хĕрарăм Ватсапри ушкăнра чунтан тарăхса çырни те куçа лекнĕччĕ.
«Хисеплĕ ял çыннисем. Чун ыратнипе çыратăп. Кашни çулах культура ĕçченĕсем клуб территорине тирпей-илем кĕртес тесе сахал мар ĕç тăваççĕ. Çÿп-çапран тасатаççĕ, курăкĕсене çулса тăраççĕ, чечексем лартаççĕ. Анчах пирĕн ĕçе, илеме хакламаннисем те тупăнаççĕ. Паян ирпе ĕçе килсессĕн пур çĕртре те ашкăнчăксем çÿренине асăрхарăмăр. Йăрансене таптаса пĕтернĕ, чечексене çăла-çăла ывăтнă, петунисем лартнă витресене çавăра-çавăра çапнă (чечек калчисене те хамăрах лартса ÿстеретпĕр). Пирĕн хушăра çакăн пек çынсем пурри питĕ хурлантарать, кулянтарать. Ашшĕ-амăшĕсене, ялта пурăнакансене тата ял хăнисене ачисемпе ăнлантаруллă калаçу ирттерме ыйтатпăр», – çырать çак хĕрарăм.
Мĕн хĕтĕртнипе çапла хăтланаççĕ вĕсем? Паллах, ĕçлемесĕр ÿснипе пулĕ.
Сăмахран, 35-40 е тата та ытларах çул каялла çитĕннĕ ачасен, пушă вăхăт сахалрах пулнă. Шкултан таврăнсанах аслисене ĕçрен килсен çăмăлрах пултăр тесе шывпа вутă илсе кĕме, выльăхсене апат пама тивнĕ. Халĕ выльăхне те чылайăшĕ тытмасть, шывĕ те пÿртех кĕрет, кăмака та хутмалла мар, кашни килтех кăвак çулăм. Çавăнпа та пуль пирĕн ачасем ĕç тĕлне пĕлмесĕр, çăкăр хакне туймасăр, укçа мĕнле пулнине шутламасăр çăмăллăн пурăнаççĕ. Ĕлĕк ачасен вĕренес ĕмĕчĕ пысăк пулнă, анчах та вĕсен укçапа çи-пуç çуккипе ăс пухма май килмен. Халĕ вĕрен кăна, пурте пур. Анчах нумайăшĕ вĕренме те ÿркенет. Шкула хатĕрленмесен, нимĕнле кружока та çÿремесен, килте нимĕн те ĕçлемесен, паллах, пушă вăхăт нумай пулать. Кун пек ачана вара урам воспитани парать темелле. Урамра вара ырă ача кунĕн-çĕрĕн çапаланса çÿремест, ашшĕ-амăш тимлĕхĕнчен вĕçерĕнни кăна канлĕх тупать. Кунта вара усал йăласене хăнăхтаракан, тÿрĕ çултан пăрăнма хĕтĕртекен «тус-юлташ» сахал мар.
Халĕ нумайăшĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче шкулти вунă кунлăх ĕç практикине те çÿремеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ тухтăр патне çитсе «сывлăхĕ начар пирки ĕçрен хăтарма ыйтса» справка леçсе параççĕ те, лараççĕ килте ачисем, йăлăхса çитсен урам тăрăх мыскара шыраса çÿреççĕ. Хамăрах пăсатпăр мар-и вĕсене? Хăй ĕçлесе курман ача теприн ĕçне епле хаклатăр?
Вăхăта сая ямасăр хамăр ачасене халех, паянах, тимлĕх уйăрар, вĕсен пурнăçĕпе интересленер. Пĕчĕк чухне вĕсем пирĕн алăра-ха, вăхăтра асăрхаса, усаллинчен сыхласа хăварар. Кая юлсан каю кăна ан шăттăрччĕ.
Надежда РОДИОНОВА.

Хамăр ачасене вăхăтлă тимлĕх уйăрар
Хамăр ачасене вăхăтлă тимлĕх уйăрар
Хамăр ачасене вăхăтлă тимлĕх уйăрар
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: