Урал сасси
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Воспитани
21 Нарӑсӑн , 10:10

Хĕллехи юмах тĕнчинче

Çут çанталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те илемлĕ. Хĕлле вара чăннипех те тĕлĕнмелле вăхăт – тавралăх шурă шупăр тăхăнать, сивĕ Хĕл Мучи питрен-куçран чĕпĕтет. Шкул çулне çитичченхи ачасемшĕн уçă сывлăшра пулни уйрăмах усăллă. Çакна аслисем питĕ лайăх ăнланаççĕ.

Хĕллехи юмах тĕнчинче
Хĕллехи юмах тĕнчинче

Хĕлле уçăлса çÿрени усăллă çеç мар, интереслĕ пултăр тесен мĕн тумалла-ха? Ун валли лайăх кăмăл тата фантазипе юр çеç кирлĕ.
Пирĕн ача сачĕн картишĕнче юртан хуралтăсем туса лартасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кашни çулах воспитательсем ертсе пынипе ашшĕ-амăшсемпе ачасем чăн-чăн юр хули хăпартаççĕ. Çутă та кулăшла пысăк кĕлеткесем пирĕн ача сачĕн территорине илемлетеççĕ.
Акă, кăçалхи хĕлле те, лайăх çанталăк йĕркеленсенех, воспитательсем, ашшĕ-амăшсемпе ачасем хăйсен лапамĕсем çине тухрĕç. Тĕлĕнмелле строительство материалĕпе – юрпа – усă курса скульптурăсемпе юмах хули тума пуçларĕç. Пирĕн ача сачĕн участокĕсем кăçалхи тĕп сăнарпа – Аçтахапа – чăн-чăн юмах тĕнчине çаврăнаççĕ.
Ашшĕ-амăшсем хаваспах ачасене валли çурт-йĕр ăсталас ĕçе хутшăнаççĕ. Ачасем те, ача садĕнче вăй хуракансем те вĕсене чунтан тав тăваççĕ.
Хĕллехи юмах тĕнчине хăпартни ахаль мар. Мĕншĕн тесен эпир кашни çулах районти юр хуласемпе скульптурăсен конкурсне хутшăнатпăр. Хальлĕхе пĕтĕмлетÿсем туман-ха, кĕтетпĕр.
Татьяна ВАЛЬЩИКОВА, ача сачĕн ертÿçи.
Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.

Хĕллехи юмах тĕнчинче
Хĕллехи юмах тĕнчинче
Хĕллехи юмах тĕнчинче
Хĕллехи юмах тĕнчинче
Хĕллехи юмах тĕнчинче
Хĕллехи юмах тĕнчинче
Хĕллехи юмах тĕнчинче
Хĕллехи юмах тĕнчинче
Хĕллехи юмах тĕнчинче
Хĕллехи юмах тĕнчинче
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: