Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Воспитани
2 Апрелӗн , 11:50

Çурхи пăр тăрăх çÿрени инкек патне илсе çитерме пултарать

Çтерлĕ районĕнчи Рощинский ялĕнчи ача садĕнче хамăра пăр çинче тытмалли правилăсене аса илтермелли профилактика занятийĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. Вĕсенче правилăсене тĕплĕн ăнлантарса панисĕр пуçне пăрлăкпа çыхăннă информаципе те паллаштаратпăр.

Çурхи пăр тăрăх çÿрени инкек патне илсе çитерме пултарать
Çурхи пăр тăрăх çÿрени инкек патне илсе çитерме пултарать

Кĕçĕн ушкăнра «Хăрушсăрлăх эрни» питĕ интереслĕ те усăллă иртрĕ. Шыв объекчĕсем çинчи хăрушсăрлăх эрни шайĕнче ача сачĕн воспитанникĕсемпе «Асăрханăр, çÿхе пăр!» калаçу йĕркелерĕмĕр. Унтан илтнине çирĕплетес тĕллевпе «Смешарики» мультфильмри «Хăрушсăрлăх азбуки» серине кăтартрăмăр. Ачасене кăткăс лару-тăруллă сюжетсене пăхса тухма, илемлĕ литература вуласа панă май, тупмалли юмахсен тупсăмне тупма сĕнтĕмĕр. Çавăн пекех шăпăрлансем тĕрлĕ лару-тăруллă, дидактика тата «Инкекре пулăшу парăпăр» куçса çÿремелли вăйăсене хутшăнчĕç.
«Çурхи пăр тăрăх ан çÿре, инкеке лекме пултаратăн» темăна уçă сывлăшра тепĕр хут сÿтсе яврăмăр, çирĕплетрĕмĕр. Çавăн пекех воспитанниксен ашшĕ-амăшĕсене кулленхи пурнăçра усă курма «Асăрханăр, çÿхе пăр!» асăрхаттару буклечĕсем патăмăр.
Елена ГРИГОРЬЕВА, Алена СОЛОДСКАЯ воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ, Рощинский ялĕ.

Çурхи пăр тăрăх çÿрени инкек патне илсе çитерме пултарать
Çурхи пăр тăрăх çÿрени инкек патне илсе çитерме пултарать
Çурхи пăр тăрăх çÿрени инкек патне илсе çитерме пултарать
Çурхи пăр тăрăх çÿрени инкек патне илсе çитерме пултарать
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: