Пирĕн ялти ача сачĕ хуларинчен пĕртте кая мар. Кунта шăпăрлансем валли пур услови те туса панă: вĕсем кунта ирхи сакăр сехетрен пуçласа каçхи ултă сехетчен пулаççĕ, ачасене кунне виçĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ, унсăр пуçне ирхи иккĕмĕш апат та пур. Воспитательсем ачасемпе тĕрлĕ занятисем, вăйă-кулă вăхăчĕсем ирттереççĕ. Шăпăрлансене пурте интереслĕ.
Кăçалтан пуçласа шкул çулне çитмен учрежденинче ачасем валли чăваш кружокĕ уçăлчĕ. Кружокра ача сачĕн воспитанникĕсем чăваш сăмахĕсемпе паллашаççĕ, вĕсене чăвашла тĕрĕс калаçма хăнăхаççĕ. Унсăр пуçне пĕчĕкскерсене чăваш халăх культурипе те паллаштараççĕ.
Каламасăрах паллă, икĕ е ытларах чĕлхе вĕренекен ачан ăс-тăнĕ те, пуплевĕ те çăмăллăн аталанать. Чĕлхи лайăх аталаннă ачасене шкулта вĕренме те çăмăлрах. Çакна шута илсех пулĕ ашшĕ-амăшĕсем хаваспах ачисене кружока çÿретме килĕшрĕç.
Кружок ертÿçи занятисем интереслĕрех иртчĕр тесе ачасем патне чăваш тумĕ тăхăнса килет. Шăпăрлансене питĕ интереслĕ, вĕсем чăваш кĕпи епле илемлине сăнаççĕ. Хушпу, саппун, пиçиххи – пурте вĕсемшĕн асамлă. Унсăр пуçне ачасем патне Илемпи чăваш пукани килет. Илемпи ачасемпе чăвашла паллашать, вĕсемпе чăваш вăййисем ирттерет. Кружокра тата ачасене чăваш юррисем, ташшисем питĕ килĕшеççĕ. Чăваш халăх тĕррипе паллашса хут ал шăллисемпе кĕпесене, тухьясене кăранташсемпе хитрелетеççĕ.
Кружок кăмăла та çĕклет, ăс-тăна та пуянлатать, чĕлхене те çивĕчлетет. Унăн усси пысăк пулни куç умĕнче.
Ирина ТИМОФЕЕВА, ача сачĕн воспитателĕ.
Пелепей районĕ, Алексеевка ялĕ.