Федоровка тăрăхĕнчи Ашкатар ялĕнчи «Родничок» ача садĕнче çак тĕллевпе «Асăрханăр, ачасем!» акци иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ çулĕ çитмен ачасене çул-йĕр çинче, транспорт хутлăхĕнче тĕрĕс тытма хăнăхтарасси пулчĕ. Акци витĕмĕпе вăйă, калаçу, сăнав йышши хăнăхусем ирттертĕмĕр.
Правилăсене вĕрентес ĕç-хĕле педагогсемпе воспитательсене çеç мар, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Акци шайĕнче шăпăрлансемпе кашни кунах хăрушлăхсăр çул-йĕр йĕркине ăса хывма пулăшакан («Çăк турттаракан тата çăмăл транспорт», «Урамра хăрушсăр тытма вĕрентесси») калаçусем йĕркелерĕмĕр, «Çул-йĕр паллисем», «Водитель» вăйăсем ирттертĕмĕр. Çавăн пекех пĕчĕкскерсем «Ачасене – çул-йĕр правилисем» видеоролик, «Аркадий Паровозов» мультфильм пăхрĕç, «Светофор» вăйă вылярĕç. Шăпăрлансемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем тăрăшнипе «Асăрханăр, çул!» ÿкерчĕксен куравĕ иртрĕ.
Вĕрентÿ ĕçĕн çĕнĕ мелĕсемпе усă курса ашшĕ-амăшĕн ытларах пайне ачасене çул-йĕр инкекĕнчен асăрхаттарас тĕлĕшпе йĕркелекен профилактика мероприятийĕсене явăçтарма тăрăшатпăр. Аслисем – ачасемшĕн тĕп тĕслĕх. Шкул çулне çитичченхи учрежденисен ĕçченĕсемпе ашшĕ-амăшсем тачă çыхăнса ĕçлесен çеç ачасен шухăш-кăмăлне анлăлатма, урамсемпе çулсем, обществăлла тата уйрăм транспорт çинчи хăрушсăрлăхпа культура енчен тĕрĕс тытмалли çирĕп хăнăхусене йĕркелеме пултаратпăр.
Ача садĕнче илнĕ хăнăхусем малашлăхра çул-йĕр çинче тимлĕрех, яваплăрах пулма вĕрентессе, пурнăç йĕркине кĕрессе шанатпăр.
Татьяна ВАЛЬЩИКОВА,
ача сачĕн ертÿçи.
Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.