Пур хыпар та
Воспитани
29 Июнӗн 2025, 15:00

Çемье, ача пирки

Ача – çемье тĕкĕрĕ: шыв тумламĕ çине хĕвел ÿкнĕ пекех ачасенче те ашшĕпе амăшĕн кăмăл-сипет тасалăхĕ палăрса тăрать.

Çемье, ача пирки
Çемье, ача пирки

Ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне, çынсене чăнласах юратакан, хисеплекен çемьесенче лайăх ачасем çитĕнеççĕ.


Çынсем сан ачу çинчен начар калаççĕ пулсан, вĕсем сан çинчен начар калаççĕ.


Çемье пурнăçĕн тĕп пĕлтерĕшĕ тата тĕллевĕ – ачасене пăхса ÿстересси. Ачасене воспитани памалли тĕп шкул – упăшкипе арăмĕ, ашшĕпе амăшĕ пĕр шухăшлă пулни.


Хăвăн ачуна ÿстернĕ май эсĕ хăвна пăхса ÿстеретĕн, этем тивĕçлĕхне çирĕплететĕн.


Ачан чĕри мĕн пĕчĕренех тăван амăшĕшĕн, ашшĕшĕн, аслашшĕ-асламăшĕшĕн пăшăрханса пурăнтăр, тăванĕсемпе мĕн те пулин лайăх мар пуласран çĕрле ан çывăртăр, амăшĕпе ашшĕ çинчен шухăшласа вырттăр. Çав пăшăрханусенчен, ыратуран ан сыхлăр ăна: унсăрăн чул чĕреллĕ çын ÿссе çитĕнĕ. Чул чĕрере вара ашшĕ-амăшне, çĕршыва чунтан юратма та, хисеплеме те вырăн пулмĕ.
Василий СУХОМЛИНСКИЙ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас