«Хĕр тантăшсем» ушкăн пайташĕсемпе Светлана Филиппова вулавăш ĕçченĕ июль уйăхĕнчи ăшă кунсенчен пĕринче ача-пăча лапамĕнче çуллахи вулав йĕркелерĕç.
Светлана Филиппова тата ăна пулăшакансем литературăри чи интереслĕ те çĕнĕ кĕнекесене суйласа илнĕ. Кунта приключениллĕ ĕçсене çутатса параканнисем те, пĕлÿ журналĕсем те, кулăшла калавсем те пурччĕ. Çапла кашниех хăйне мĕн килĕшнине суйласа илме пултарчĕ. Кĕтмен парнесем çакăнпа кăна вĕçленмерĕç. Йĕркелÿçĕсем активлă канăва та шута илнĕ. Çапла майпа аслисем усăллине кăмăла каймаллипе пĕрлештернĕ.
Кĕнекесемпе журналсен илĕртÿллĕ тĕнчине кайса килнĕ хыççăн ача-пăча лапамĕ хаваслă ăмăртусен аренине çаврăнчĕ. Пухăннисем икĕ туслă ушкăна уйрăлса хускануллă вăйăсем вылярĕç, эстафетăсене хутшăнчĕç. Урамра ачасем кулни, савăнăçлăн кăшкăрни чылайччен янраса тăчĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасем хаваспах хăйсен çаврăнăçулăхне, хăвăртлăхне, команда ĕçне кăтартса пачĕç.
Кашни ача, мĕнле команда йышĕнче пулнине пăхмасăр, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, награда илме тивĕçрĕ. Çĕнĕ пĕлÿ илнисĕр пуçне пылак та усăллаă парнесем те шăпăрлансен камăлĕсене çĕклерĕç. Чи пахи вара – çак çуллахи кунсем ачасен асĕнче вăраха асра юлни.
Çуллахи вулав – ачасен каникулĕсене интереслĕ кăна мар, усăллă та ирттерме май пуррине çирĕплетсе паракан тĕслĕх. Кунта çĕнĕ тус-юлташсем тупăнаççĕ, кĕнекесем чĕрĕлеççĕ, вăйăсем савăнăç çеç илсе килеççĕ. Çакăн йышши пуçарусем ытларах пуласса шанатпăр. Мĕншĕн тесен вĕсем ял пурнăçне çутăрах та ырăрах тăваççĕ.
Анастасия МИХАЙЛОВА, нумай ача амăшĕ.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.