Воспитани
27 Апреля , 04:00

Ашкатарти ача пахчинче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» малтанхи уйрăмĕ уçăлчĕ

Çак кунсенче Федоровка тăрăхĕнчи Ашкатар ялĕнчи «Родничок» ача садĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртрĕ – «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» Раҫҫейри ҫамрӑксен юхăмĕн уйрăмĕ уçăлчĕ тата ачасене унăн йышне илчĕç.

Ашкатарти ача пахчинче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» малтанхи уйрăмĕ уçăлчĕАшкатарти ача пахчинче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» малтанхи уйрăмĕ уçăлчĕ
Ашкатарти ача пахчинче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» малтанхи уйрăмĕ уçăлчĕ

Савăнăçлă мероприятие ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, воспитательсем, Пĕрремĕшсен Канашĕн пайташĕсем тата Ашкатар шкулĕнчи малтанхи уйрăмĕн наставникĕсем хутшăнчĕç.

Пухăннисене «Родничок» ача сачĕн ертÿçи Татьяна Вальщикова (çак йĕркесен авторĕ), Ашкатар шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ тата малтанхи уйрăмăн кураторĕ Елена Васильева ăшшăн саламларĕç.
«Родничок» ача сачĕ шкулти «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» Раҫҫейри ҫамрӑксен юхăмĕн тухăçлă ĕçлекен уйрăмĕпе тачă çыхăнура: пĕрле мероприятисем йĕркелеççĕ, Пĕрремĕшсен юхăмĕн хастарĕсем ача пахчине шăпăрлансем патне хăнана килеççĕ, тĕрлĕ занятисем ирттереççĕ.

Ача садне çÿрекенсене «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» Раҫҫейри ҫамрӑксен юхăмĕн йышне илессипе çыхăннă церемони вăхăтĕнче шăпăрласем сăмах пачĕç, унăн хастарĕсемпе наставникĕсем галстуксем çыхса ятарлă значоксем çакса ячĕç. Çавăн пекех ача пахчинче ĕçлекенсене те Пĕрремĕшсен юхăмĕн наставникĕсен йышне илчĕç.

Мероприятие хутшăнма кăмăл тунисене тав сăмахĕ калатпăр, юхăмăн çĕнĕ пайташĕсене ăнăçу сунатпăр.

Татьяна ВАЛЬЩИКОВА, ача сачĕн ертÿçи.
Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.

 

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Ашкатарти ача пахчинче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» малтанхи уйрăмĕ уçăлчĕ
Ашкатарти ача пахчинче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» малтанхи уйрăмĕ уçăлчĕ
Ашкатарти ача пахчинче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» малтанхи уйрăмĕ уçăлчĕ
Ашкатарти ача пахчинче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» малтанхи уйрăмĕ уçăлчĕ
Ашкатарти ача пахчинче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» малтанхи уйрăмĕ уçăлчĕ
Ашкатарти ача пахчинче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» малтанхи уйрăмĕ уçăлчĕ
Ашкатарти ача пахчинче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» малтанхи уйрăмĕ уçăлчĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас