Пур хыпар та
Вулакан хак парать
9 Апрелӗн 2019, 19:09

Çивĕч ыйтусемпе пĕрле иронипе юмор валли те вырăн пур

Пишпÿлек районĕнчи Мелевĕспуç ялĕнче çуралнă Дина Гаврилова çыравçăн кĕнекисене Пăслăкри модельлӗ библиотека вулавçисем юратса вулаççĕ.

Вулакансем пичете тухнă кĕнекесем çинчен пĕр-пĕрне каласа параççĕ‚ вĕсене алăран алла куçараççĕ. Мĕншĕн тесен çыравçă хăйĕн хайлавĕсенче ахаль çынсен пурнăçĕпе юратăвĕ çинчен тарăн шухăшлă та чуна пырса тивмелле çырнă. Унăн пултарулăхĕн уйрăмлăхĕсенчен пĕри – хайлавсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ те çивĕч ыйтусем çĕклесен те иронипе юмор валли вырăн тупăнни.
Март уйăхĕнче Пăслăкри модельлĕ вулавăшра «Пирĕн ентешĕн Дина Гаврилован пултарулăхĕ» вулакансен конференцийĕ иртрĕ. Мероприяти писателĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашнинчен‚ «Цвета холодных лет»‚ «Ты лучше всех» кĕнекисене пичетлесе кăларни çинчен видеосюжетсем пăхнинчен пуçланчĕ. «В бане с нечистым» кулăшла калавсен пуххинчен «Из бани под венец» кĕске калавне кула-кула итлерĕмĕр. Асăннă кĕнеке мотивĕсем тăрăх видеороликсем пăхрăмăр. «Цвета холодных лет» тата «Ты лучше всех» кĕнекесене çемье саги тесен те йăнăш пулмасть: пĕрремĕш кĕнекере амăшĕн пурнăçне уçса панă‚ иккĕмĕшĕнче – хĕрĕн шăпи. Çавăн пекех пĕр çемье историйĕнче çĕршывăн кун-çулĕ те сăнланнă. Пĕтĕмĕшле вара кĕнекесенче коллективизаци‚ репресси тата вăрçă çулĕсенчи чăваш ялĕн пурнăçне кăтартса панă. Çак кăларăмсене вуласа тухнисем те конференцине хастар хутшăнчĕç‚ хăйсен шухăшĕсене каларĕç. Вĕсен шутĕнче Аннăпа Алевтина Алексеева‚ Галина Дмитриевапа Галина Степанова‚ Людмила Лапшовапа Илина Васильева пулчĕç. Илина Ивановна Васильева вара Çĕнĕ çул умĕн Пишпÿлекри тĕп библиотекăра Дина Гаврилова ирттернĕ тĕлпулу çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Мероприяти вăхăтĕнче писатель хăйĕн пурнăçĕ тата хайлавĕсене мĕнле калăплани‚ унăн чунĕнче тăван кĕтес пысăк вырăн йышăнни çинчен каласа панă иккен. Автор чылай произведенийĕсене тăванĕсемпе çывăх çыннисен‚ пĕр ял çыннисен асаилĕвĕсем тăрăх çырнă. Сăмах ăсти иртнĕ пурнăçри чăнлăха вулакан патне илсе çитерес тесе пысăк тĕпчев ĕçĕ туса ирттернĕ‚ çавăнпа ăна ентешĕсем питĕ хисеплеççĕ пулĕ.
Марина КИРИЛЛОВА, вулавăш ĕçченĕ.
Пишпӳлек районӗ, Пăслăк ялӗ.