Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
23 Нарӑсӑн 2023, 11:00

Пуçа эп хутăм паттăр салтакла

Тăван çĕршыв, сана хÿтĕлесе эп вилтĕм, Ĕмĕрлĕхе çухалтăм эпĕ çĕр çинчен. Эп çак тискер вăрçа сана шанса, пĕл, кĕтĕм, Сана савма вĕрентĕм эп аслисенчен.

Пуçа эп хутăм паттăр салтакла
Пуçа эп хутăм паттăр салтакла

Эп паттăр салтакла нацистсене вĕлертĕм,
Тасатрăм юн çиенсенчен эп çĕр питне.
Амантăм, ÿкрĕм, вăйлăн çĕнĕрен çĕклентĕм,
Эп çапăçрăм манри пур сывлăш тухиччен.

Тăван çĕршывăм, тупăкра эп халь выртатăп,
Пĕр суккăр пуля лекрĕ харсăр чĕрене.
Мана эс нихăçан та манмасса шанатăп,
Ан йĕрĕр шеллесе мана, атте-анне.

Тăван çĕр тăрăх тек тăваймăп эпĕ утăм,
Итлеймĕп шăпчăк юррине эп шуçăмпа.
Ытла та çамрăкла пуçа эп саншăн хутăм,
Эп хÿтĕлерĕм сан чысна хам кăкăрпа.

Çумрах пуçне усса тус-тăвансем тăраççĕ,
Сывлаççĕ ассăн кулянса та хурланса.
Пуçĕсене тайса шеллеççĕ, макăраççĕ,
Тав, ăсатаççĕ юлашки çула савса…

Ан шеллĕр, сирĕн айăп çук пуçа хунишĕн,
Шел, пулчĕ маншăн самани ытла кăра.
Тавах, тус-тăвансем, паян пĕрле пулнишĕн,
Тавах, атте-анне, эп юлтăм парăмра.

Тăван çĕршыв мансан, эсир мана ан манăр,
Чечек çыххи хурсамăр вил тăпри çине.
Ман палăкăм патне сукмак шав такăрлатăр,
Эп çил пулса ыталăп сирĕн чунсене.

Пĕлместĕп, кирлĕччĕ-ши çакă ăссăр вăрçă?
Тăван çĕршыв, эс чĕнтĕн, кайрăм çапăçма.
Пулас килмерĕ-шим ман чыссăр, чĕмсĕр тарçă,
Эй, чĕррисем, çынна вĕренĕр юратма!!!
Альбина ЮРАТУ.
Шупашкар хули.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: