Анчах, ах-ах.. Пĕрре те лăпкă мар чĕре,
Кăкăрта хыттăн та пăлханчăклăн тапать.
Хирĕç тăру пирки пĕлсе-илтсе тăнă çĕрте
Урăхла тата мĕнле пулма пултараять?
Унччен пĕр йыш пулнă Украина çĕрĕнче
Шеллевсĕр те юнлă, хаяр вăрçă пырать –
«Сэм пиччепе» ун хÿрешкисен ĕмĕтĕнчи
Раççее хирĕç хивре тĕллев пурнăçлать.
Хирĕçĕве «çуратакан» ен ытларах чухне
Ют алăпа кăвар туртмашкăн хăтланать.
Ирсĕр планне пурнăçлаканĕ хальхинче
Неонацизмăн сĕмсĕр йăх-яхĕ шутланать…
Кĕрлет тапраннă хирĕç тăру ним шелсĕр,
Хăйĕн «мулне» Эсрел пухать типтерлĕн.
Виле çумне виле пуçтарăнать килпетсĕр,
Пурнăç илемлĕхне асап кÿрсе хÿхлевлĕн.
Тăшман чее те ăслă, кăра та пит каварлă,
Суя сăмах хăвачĕпе те вирлĕн усă курать.
Чылай çĕршыв ахальтен мар ун майлă –
Мĕн кирлипе туллин тивĕçтерсе тăрать.
Ку – чăннипех çапла, ăна йышăнмаллах,
Анчах тĕрĕслĕхе ултав – çук, çĕнтереймест!
Истори чăнлăхĕн тÿрĕлĕхне тăнламаллах –
Раççей сăлтавсăр нихăçан хĕç çĕклемест!
Хăй çĕнтерейместне чухлать сĕмсĕр йăх-ях,
Çавăнпала вăрçа хăрушлатасшăн тăрăшать.
Çапах та пÿтсĕрскерĕн шалчийĕ тулмаллах –
Раççей хăватлăхне мĕнпур ыр çын шанать.
Аслă тĕнчен пурнăç йĕрки-ăслайĕ çапларах –
Сĕмсĕрсене хăватлă вăй кăна парăнтарать.
Эппин, çакна уçăмлăн палăртса каламаллах –
Хальхинче те Çĕнтерÿ пирĕн енчех пулать!
Нимĕн те улшăнман пек çак аслă тĕнчере,
Çаплипех хăй йĕркипе хĕвел тухать-анать.
Çурхи кун вăйĕпеле çĕнелекен тăван çĕре
Каç пулсассăн кĕмĕл тĕслĕ Уйăх çутатать.
Валерий ПИТРАВ.
Шупашкар хули.