Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
9 Апрелӗн 2023, 09:05

Кăчкă праçникĕ

Сар хĕвелĕ йăл кулать,Çут çанталăк вăранать,Ăшă туйăм çуралать,Илемпе тулса ларать.

Кăчкă праçникĕ
Кăчкă праçникĕ

Кăчкă йывăççи çинче
Кĕмĕл мамăк вĕлкĕшет.
Сарă хăлханкийĕпе
Хурт-хăмăра илĕртет.

Кăчкă папки çурăлать,
Тутлă шăршă сарăлать.
Пыл хурчĕ те савăнать,
Сĕткенне пухма васкать.

Сарă çÿçлĕ хĕрсем пек
Кăпăшка сар çеçкисем,
Тин тухнă чĕпĕсем пек
Илĕртеççĕ-çке вĕсем.

Мăнкун умĕн пĕр эрне
Маларах – вырсаникун,
Çуркуннехи ăшă кун
Кĕтĕр Кăчкă уявне.

Кăчкă уявĕ çитсен,
Чиркĕвĕн праçникĕнче
Кăвак сухал сăр куçпа
Сăнать пĕтĕм таврана.

Православи тĕнĕнче,
Кăчкă турачĕсене
Хуçса капăр тăваççĕ,
Чиркĕве илсе пыраççĕ.

Турă шывĕпе сапса
Сăваплă вăй параççĕ.
Туратне илсе кайса
Турăш умне лартаççĕ.

Кивĕ кăчкă туратне
Кĕтĕве хăвалама
Илсе тухса хураççĕ.
Выльăха ырлăх курма.

Кăчкă çурхи кунсенче
Чи-чи малтан вăй илет,
Çавăнпа чечекĕнче
Асамлă вăй çитĕнет.

Кĕмĕл тĕслĕ кăпăшка
Папкисенче чăнах та
Сăпайлă та асамлă
Вăй пур тесе шутлатпăр.

Кăчкă турачĕ ялан
Кил-çурта усал вăйран,
Пушартан та вăл сыхлать,
Чир-чĕртен те хăтарать.

Кăчкă йывăççи - асамлă,
Ун пĕлтерĕшĕ – хăватлă.
Выльăхшăн та вăл усăллă.
Çынсене те таруллă.

Уява чунтан савар,
Савăнса çеç пурăнар.
Яланах пире упратăр,
Ырлăхпа телей сунтăр.

Çепĕç туйăм пиллетĕр
Пархатарлă ĕç тума.
Сывлăхпа тасалăх сунтăр
Тăвансемпе пурăнма.


Ваттисем сăнанă тăрăх:
*Авалтан çак кун выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве кăларма хушман, чирлет тенĕ.
* Кил-çуртра нимĕн те ĕçлеме юрамасть – çуса тасатма, çĕлеме, апат пĕçерме.
* Çак кун çиллĕ çанталăк пулсан çăвĕпех çапла пулать теççĕ. Лăпкă та янкăр уçă тăрсан – тыр-пул ăнса пулать. Çĕрле шăнтсан вара çурхи культурăсем лайăх тухăç параççĕ.
* Кăчкă йывăççи алкана ларсан çулталăк питĕ ăнса, тухăçлă пуласса теççĕ.
* Сывă пулччăр тесе килти чĕр чуна сăваплă хăва турачĕсемпе çапнă, туратсене витене çакса тухнă.
* Кăчкă уявĕнче çумăр çусан – лайăх тыр-пул пуласса.
* Кăчкă тураттипе çапни – чир-чĕре хăвалани.

Мелания НИКИФОРОВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: