Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
12 Апрелӗн 2023, 11:05

Шуршăл паттăрĕ

(Андриян Николаева халалласа) Çĕршыв ыйтнипе карап шăратнăТĕпсĕр уçлăха вĕçсе тухма.Тĕнчене ура çине тăратнă,Çын пултарчĕ уçлăха тухма.

Шуршăл паттăрĕ
Шуршăл паттăрĕ

Чăваш çĕрĕ те пăхса ÿстернĕ,
Пиллесе çут çуллă кун-çула.
Ашшĕ-амăш çирĕп çитĕнтернĕ,
Пилĕ çитнĕ харсăр паттăра.

– Çывăрма выртсан –
ĕмĕтленеттĕм,
Куç хупмасăр шухăша кайса.
Çутă ĕмĕтпе эп хĕмленеттĕм –
Вăранса каяттăм савăнса…

Чунăм ыйтнипе «хурçа» ĕнентĕм,
Шантăм пĕчĕкрен ĕмĕтĕме.
Тăрăшсах чунтан – вĕçме
вĕрентĕм,
Сăмаха эп тытрăм, пилĕме.

Ĕмĕтĕм ман чăнлăхпа тÿр килчĕ,
Тур та пулăшрĕ пуль, тен, туйса…
Анне пилĕ маншăн тĕпре пулчĕ,
Чăваш чысĕ пычĕ пулăшса.

Вăхăт çитрĕ – хумхану саманчĕ…
Кĕмĕл хурçă – манăн аллăмра.
Сывлăша çурса çул-йĕр хăварчĕ,
Вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăх çеç умра…

Кĕмĕл уйăх умĕнче тăратăп
Сăнаса эп халь Çĕр-Аннене.
Ал тупанĕ пек ăна куратăп,
Юратса пăхатăп тĕнчене.

Уйăх аркинчен вĕçсе хăпартăм,
Тухрăм çĕнĕрен сĕм уçлăха.
Хĕвелпе çăлтăрсене ал патăм,
Сунтăм çут телей – малашлăха…

Тĕнче уçлăхĕ вĕçĕ-хĕррисĕр,
Ырă тĕлĕк курнăн туйăнать…
Чăнахах-ши ку?.. Татти-сыпписĕр
Тĕрлĕ шухăш пуçра явăнать.

Аякра тăван килтен-çĕртен те,
Атте-аннерен те, халăхран.
Шухăш-кăмăл, чунăмпа чĕрем те
Пурпĕрех – Тăван çĕршывăмра!..
Алексей ЕМЕЛЬЯНОВ. Пишпÿлек районĕ, Кистенлĕ ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: